Хусанта туристсем 1,5 миллиард ытла тенкӗ тăкакланă
Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 11-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хулине 200 пин ытла турист килнӗ. Туризм аталанăвӗн комитечӗн директорӗ Александр Шавлиашвили пӗлтернӗ тăрăх, ку пӗлтӗрхинчен 16,7 процент нумайрах. Сбер карттăсемпе усă курса кăна туристсем пурăнма, апатланма тата канма 1,5 миллиард тенкӗ ытла тăкакланине палăртнă вăл.
Январӗн 3-4-мӗшӗсенче Хусанти хăна çурчӗсенче пушă вырăнсем çукпа пӗрех пулнă. Ытти кунсенче туристсем отельсенчи вырăнсен 60 процентне кăна йышăннă. Хулана килекенсем ытларах кӗске вăхăта хваттер тара илме тытăннине каласа хăварнă Александр Шавлиашвили.
Комитет ертӳçи пӗлтернӗ тăрăх, уяв программине хулари тӗп лапамсенче, «Хусан» Çемье центрӗнче, «Хура кӳлӗри» катокра тата Мускав пасарӗн уçлăхӗнче йӗркеленӗ. «Экият» пукане театрӗ умӗнче пӗрремӗш хут çӗнӗ çулăн «Бияляй» ярмăрккине хута яни те тӗп пулăм пулса тăнă. Ăна декабрӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен 20 пин ытла çын çитсе курнă.
Каникулсен вăхăчӗ хулари туризм отраслӗшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхăр пулнине, малашлăх валли ориентирсем хывнине палăртса хăварнă Александр Шавлиашвили.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев