Турист çемьесен фестивальне хутшăнма заявкăсем кӗтеççӗ
Пӗтӗм Раççейри «Больше, чем путешествие» турист çемьесен фестивалӗ июлӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен Мордва Республикинче иртет. Ăна виçӗ куна тăсăлакан палатка лагерӗн формачӗпе йӗркелӗççӗ. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Раççейри тӗрлӗ регионти 150 ытла çемье Росмолодежи программи ирттерекен «Больше, чем путешествие» мероприятие хутшăнма май пур. Программа «Молодежь и дети» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçланать. Фестивале конкурс иртмен ытти çемьесем те хутшăнма пултараççӗ.
Программăна поход туризмӗн мастер-класӗсем, çулçӳревçӗсемпе тата вӗрентекенсемпе тӗлпулусем, «Больше, чем путешествие» академин лекцийӗсем кӗреççӗ. Хутшăнакансене медиамарафонсем, çемьери спорт хастарлăхӗсем, кăвайт умӗнчи каçсем, гитара каласа юрăсем, халăх промыслисен ярмарккисем, квестсемпе концертсем кӗтеççӗ.
Фестивалте Раççейӗн тӗрлӗ регионӗпе паллашма пулать: площадкăра çӗршывăн регионӗсене, вӗсен историне, çутçанталăкне тата культурине кăтартакан вырăнсем пулаççӗ. Кун пек формат хутшăнакансене Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗпе лайăхрах паллашма, хăйсене пӗрлехи уçлăхăн пӗр пайӗ пек туйма май туса парать.
Конкурс суйлавне хутшăнас тесен проект сайтӗнче заявка памалла. Сахалтан та çемьен икӗ ăрăвӗнчен тăракан команда виçӗ çынран кая мар тăмаклла. Заявка панă чухне хутшăнакансен темиçе задани пурнăçламалла: #СемьяНаФестиваль, #БольшеЧемПутешествие и #БольшеЧемСемья хэштегсемпе «ВКонтакте» социаллă сетьре çемье çинчен каласа парса пост кăлармалла, çемье фестивале мӗншӗн лекмеллине ăнлантарса пӗр минут çурă тăршшӗ видеовизитка хатӗрлемелле, хăйсен регионӗнче хăрушлăхсăр тата интереслӗ туризм маршручӗн презентацине хатӗрлемелле, çавăн пекех командăри кашни çынна регистрацилемелле. Заявкăсене май уйăхӗн 2020-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев