Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан туризм юхӑмӗпе улттăмӗш вырăнта

Раççейре çулçӳреве тухмалли чи паллă регионсен списокӗнче республика 6-мӗш йӗрке йышăнать. 2025 çулăн малтанхи сакăр уйăхӗнче Раççей турисчӗсем 123 миллион çулçӳрев тунă, вӗсенче 1,4 триллион тенкӗ тăкакланине «Сбераналитика» тӗпчевӗ çине таянса ТАСС пӗлтерет.

Тӗпчев кăтартăвӗсем тăрăх, туристсем ытларах Мускава (çулçӳревсен 14,1%), Санкт-Петербурга (6,5%) тата Мускав облаçне (13,5%)  суйласа илеççӗ. Тутарстан та Раççей тăрăх çӳрекен мӗнпур çулçӳревçӗсен 2,5 процентне йышăнать. Туристсем суйласа илекен вунă регион шутне çавăн пекех Ленинград облаçӗ (4,3%), Краснодар крайӗ (6,4%), Свердловск (2,2%), Ростов (1,8%), Владимир (1,9%) тата Чулхула (1,7%) облаçӗсем кӗнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм #Татарстан турист