Хусанта пурăнакан вăрçă ветеранӗ
Хусан хулинчи Мирный поселокӗнче пурăнакан вăрçă ветеранӗ, Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу чăвашӗ Федор Федорович Мердюков январӗн 14-мӗшӗнче 1925 çулта çуралнă. 1943 çулхи январь уйăхӗнче 18 тултарсан темиçе кунранах ăна çар комиссариатне чӗнтернӗ. Вăл вăхăтра чылай каччă тӳрех фронт окопне лекнӗ пулсан, ентешӗмӗре Турă çак нушаран тата çулталăк сыхланă. Мускав облаçӗнчи çар чаçӗнче хӗсметре тăраканскере политработниксен курсне вӗренме янă.