Тăшмана хирӗç пӗрремӗш çӗкленнӗ
Михаил Григорьевич Казаков 1905 çулхи июнӗн 17-мӗшӗнче халӗ Чăваш Республикинчи Сӗнтӗрвăрри округне кӗрекен Услă Пукаш ялӗнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă.
Услă Пукашри çичӗ çул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан ял Совет Ӗçтăвкомӗн ертӳçинче ӗçленӗ. 1942 çулхи январӗн 20-мӗшӗнче ăна çара илеççӗ. Запасри полкра хӗсметре тăнă вăхăтра Михаил Казаков çар ӗçне те вӗренет, присяга та тытать.
1943 çулхи мартăн 14-мӗшӗнче пӗрремӗш çапăçăва кӗнӗ чух Михаил Гигорьевич 364-мӗш полкăн рота политрукӗ пулнă. Çапăçусем нумай пулнă, Тăван çӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пайтах тăшманпа куçа-куçăн тăма тивнӗ, яланах чыслăн тухнă тытăçуран.
Ывăлӗ Николай Михайлович ашшӗ çинчен Мускава ыйтса çырнине хуравланă çыру та çакнах çирӗплетет: «Тăван çӗршывăн ирӗклӗхӗпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварас тӗллевпе нимӗç фашисчӗсемпе пынă çапăçусенче Казаков юлташ паттăр та хăюллă, хастар салтак пулнине ӗненмелле çирӗплетсе пачӗ».
1944 çулта Окунево ялӗ çывăхӗнче пынă çапăçура Казаков нимӗçсен 12 салтакне «леш тӗнчене» ăсатнă, икӗ салтакпа офицера тыткăна илнӗ. Çакăншăн ăна III степеньлӗ Мухтав орденне панă.
Михаил Казаков тăракан полк августра Мокрая ялне хӳтӗленӗ. Тăшман танксемпе, пехотипе сӗмсӗррӗн çывхарса килнине окопран сăнанă салтаксем. Мӗн тумалла? Унччен те пулман, Казаков окопран тăшмана хирӗç ыткăннă, ăна курса коммунистсем те çӗкленнӗ, пӗтӗм салтак фашиста хирӗç хускалнă.
«Гварди хӗрлӗармеец Михаил Григорьевич Казаков Варшавăна илессишӗн пынă çапăçусенче сылтăм аллине йывăр амантнă, апла пулин те ума лартнă задачăсене пурнăçланă. Çак çапăçусенче кăтартнă паттăрлăхшăн вăл II степеньлӗ Мухтав орденне тивӗçнӗ», – вулатпăр фронтовикăн архивӗнче упранакан йӗркесене.
Вăрçăри паттăрлăхшăн М.Казакова Хӗрлӗ Çăлтăр, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе наградăланă.
Тăван килне фронтовик 1944 çул вӗçӗнче, госпитальтен сипленсе тухсан II ушкăнри инвалид пулса таврăннă. Тӳрех мирлӗ пурнăçа кӳлӗннӗ: районти райпо пуçлăхӗ, каярах тăван колхозӗнче ферма заведующийӗ пулса ӗçленӗ. 1965 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă. Мăшăрӗпе Анна Гавриловнăпа виçӗ ывăлпа икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ.
Михаил Казаков 1989 çулхи майăн 12-мӗшӗнче 84 çула çитсе çӗре кӗнӗ. Ветерана Сӗнтӗрвăрри округӗнчи Тукасси ялӗн масарӗнче пытарнă.
Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗкпе усă курма ирӗк панăшăн М.Г. Казаковăн аслă ывăлӗн Алексейӗн хӗрне Алефтинăна тав тăватăп.
Альберт КОЛЬЦОВ.
ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев