Ветеринари ыйтăвӗсем, çӗнӗлӗхсем
Çӗнӗ çул уявӗсем хыççăнхи пӗрремӗш пресс-конференци «Татар-информ» Информаци агентствинче ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринарин тӗп управленийӗн пуçлăхӗпе Алмаз Гаптраупович Хисамутдиновпа пулчӗ. 2024 çулта ветеринари тата фитосанитари надзорӗ ирттернӗ ӗçсене пӗтӗмлетнине итлеме кăсăк пулчӗ.
Паянхи куна нумай çӗршывра, регионсенче выльăх-чӗрлӗх чирӗсем хăрушла сарăлнă тӗслӗхсем çинчен час-час илтме тивет. Кун пек хыпарсем шиклентереççӗ, мӗншӗн тесен чир-чӗр темӗнле инçетре пулсан та кайăк-кӗшӗкпе çуркунне-кӗркунне, сутакан-туянакан выльăхпа часах чикӗ урлă каçма та, кӗтмен çӗре çитсе сиен кӳме те пултарать (кайăк-кӗшӗк грипне астăватпăр ӗнтӗ).
Сыснасен Африка чумине тупса палăртнă тӗслӗхсем те çук мар. Чăн та, пирӗн тăрăхра юлашки çулсенче чирлени пулман. Çавăн пекех ящур, бруцеллез чирӗсем те тӗл пулаççӗ чӗрчунсен. Алмаз Гаптраупович сăмахӗпе, Тутарстанра лару-тăру пит хăрамаллах мар, сыхлăх мероприятийӗсене ирттерни хăйне тӳрре кăларатех пулӗ çав. Апла пулин те хăш-пӗр ерекен чирсем тӗл пулаççех. Тӗслӗхрен, бруцеллез. Тӗпрен илсен çакна А.Хисамутдинов выльăх-чӗрлӗхе сутнă-туяннă чух ветеринарсем витӗр иртменнипе ăнлантарать. Килти выльăх чирленине, вилнине пытаракан хуçасем те пур. Çакă лару-тăрăва йывăрлатать, çийӗнчех мерăсем йышăнма вăхăта тытать.
Тӗп сăлтавӗ хуçалăхсенче, предприятисенче хăрушсăрлăх ыйтăвӗсене çирӗп пăхăнманнинче пулӗ. Ӳлӗм килсенчи, фермăсенчи чӗрчунсене (мăйракаллă шултра выльăха та) витесенче, хупă вырăнсенче тытма закон йышăнмалла тесе шутлать чиновник. Ирӗкре çӳрекен выльăха (картиш пирки те çакнах каламалла) тискер чӗрчунсем те чир ертме пултараççӗ. Унăн шучӗпе фермăна апат-çимӗç завочӗ пек йышăнмалла. Унта ăнсăртран килсе тухнă çынсен çӳремелле мар, транспорт пирки те çакнах каламалла. Агропромышленность комплексне кӗрсе тухакан транспорт та инфекци илсе кӗме пултарнине шута илмелле.
Чирӗн çул-йӗрӗсене асăннă чух маркетплейссем çинчен илтни самай тӗлӗнтерчӗ. Апла пулин те суту-илӗве çăмăллатакан мел пирки хăрушсăр теме çук иккен. Унти аш-пăша, кайăк-кӗшӗк продукцине пур чухне те ветеринари справкипе сутмаççӗ имӗш, апла вăл иккӗленӳллӗ тавар пулса тăрать. Туянакан сайра интересленет справкăпа. Кун пек чух киле чирлӗ выльăх продукцине илсе килес хăрушлăх пысăк.
Тутарстанри выльăх масарӗсене 2030 çул вӗçленнӗ тӗле вилнӗ чӗрчунсене пытарма чараççӗ. Паянхи куна республикăра 1065 выльăх масарӗ, вӗсенчен 257-шӗн вырăнне тупса палăртман. Вилнӗ выльăх-чӗрлӗхе хума виçӗ çуллăх программăпа Тутарстанăн 42 районӗнче холодильниксем тăваççӗ, кайран чӗрчунсене тирпейлӗç. 24 район валли ятарлă транспорт, контейнерсем туянма палăртнă. 2024 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен çӗнӗ выльăх масарӗ тума чарнă.
Çулталăк пуçламăшӗнче пирӗн пурнăçа нумай çӗнӗлӗх кӗрет
Вӗсенчен пӗри – йытăсене регистрацилесси. Çӗнӗ закон пурнăçа мӗнле ырă (тен, пит ырах та мар) улшăнусем илсе килӗ-и, кăна вăхăт кăна кăтартӗ. Анчах регистрацие пула килсӗр йытăсен шучӗ сахалланассине спикер шанать. Йытта хăй тӗллӗн уçăлтарса çӳренишӗн, намордник тăхăнтартманшăн штраф тӳлеттересси те паллă... Иртен-çӳрен çаксем çинчен закон хуралçисене пӗлтерсен. Анчах йытă хуçи закона пăснине курсанах полицие евитлеме васкаканнисем пулӗç-ши?
Кăшт маларах, 2024 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен килти чӗрчунсене регистрацилесси пирки тухнă закон вăя кӗнӗ. Ăна мӗнле пурнăçлани çинчен те каласа пачӗ Алмаз Хисамутдинов. Мӗн тума кирлӗ ку? Паллах, чи пӗлтерӗшли – выльăх чир-чӗрне сарăласран асăрхаттарни пулса тăрать. Çухалнă выльăха шыранă чух та пулăшӗ (Хорриот системинче пулаççӗ-çке даннăйсем). Вăхăтра прививкăсем тума, ытти ветеринари процедурисем ирттерме май парать çакă.
Сроксене пăхăнса 2024 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен харпăр хуçалăхри выльăх-чӗрлӗхе идентификациленӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗччен мăйракаллă шултра выльăх – 771125, лашасем – 25819, сыснасем – 410061, килти кайăк-кӗшӗк – 16954150, сурăх-качакасем – 171686 пулнине шута илнӗ, маркировкине ирттернӗ. Çакă федераллă законпа килӗшсе тăрать.
Умра тата яваплă ӗç – даннăйсене Хорриот системине цифрăласа кӗртесси. Ӳлӗм ирттерекен вакцинацисене те çак системăнах кӗртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев