Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Пӳркелӗнче Аслă вăрçă ветеранӗн Николай Лизуковăн картинисен куравӗ уçăлчӗ

Нумай пулмасть Пăва районӗнчи Пӳркелӗнчи вăтам шкулти таврапӗлӳ музейӗнче «Тăхăрьял ӳнерçисем» ятлă çӗнӗ экспозицисен куравӗ уçăлнине халалланă мероприяти иртрӗ.

Курава 1941 – 1945 çулсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи витӗр тухнă ветеранăн, Пăва районӗнчи Чăваш Саркамăш ялӗнче пурăннă Николай Афанасьевич Лизуковăн ӗçӗсене тăратнă. Мероприятие Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалларӗç. Тӗлпулăва вырăнти таврапӗлӳçӗсем Михаил Вериялов, Михаил Якушев, Пăва хулинчи пӗрремӗш 1№ искусствăсен шкулӗн вӗрентекенӗ Павел Ярхунов тата художникăн ывăлӗ Владимир Лизуков хутшăнчӗç.

Мероприяти аслă классенче вӗренекенсем вăрçă темипе хатӗрленӗ «Огоньки на ветру» спектакльпе пуçланчӗ. Пухăннисене Николай Афанасьевичăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки ывăлӗ Владимир Николаевич каласа пачӗ. Вăл 1937 çулта Кивӗ Пăрăнтăкри вăтам шкула  пӗтернӗ хыççăн Хусанти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ, Н.К.Валиуллин класӗнче вӗреннӗ. 1940 çулта салтака кайнă. Киев хулинчи 2-мӗш артиллери училищинче вӗреннӗ. Тăшман пирӗн çӗршыв çине тапăннипе  Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи октябрь уйăхӗнчен тытăнса 1942 çулхи январьччен 1-мӗш ударлă çарăн 56-мӗш бригадинче  пулнă. Мускав патӗнчи çапăçусене хутшăннă, уйрăм минометчиксен батальонӗн уйрăм командирӗ пулнă. 1942 çулта январь уйăхӗнчен тытăнса 20-мӗшчен 2-мӗш ударлă çарăн Çурçӗр-хӗвеланăç фрончӗн йышӗнче çапăçнă. Çавăн чухне вӗсен чаçне тăшмансем хупăрласа илнӗ.  Уринчен аманнă ентеш Новгород облаçӗнчи Кивӗ Русса хулинче  тыткăна лекнӗ. Тăван килне вăл хыпарсăр çухални çинчен извещени килнӗ. 

Нимӗçсем патне тыткăна лексен вăл çынла мар условисемпе,  хӗрхенменлӗхпе тӗл пулнă. Анчах Тăхăрьял каччи шалти вăйпа хăюлăхне çухатман, тыткăна илнисене Польшăри Освенцим енне илсе каякан поездран сиксе юлнă. Пӗлмен çӗрти шурлăхсем, вăрмансем урлă хамăрăннисем патне утнă вăл. Йывăрлăх, выçлăх хăюллă качча хуçайман, çул çинче ырă çынсем тӗл пулнах, апатпа, вырăнпа, тумпа пулăшнине каласа панă кайран ывăлӗсене ветеран-ашшӗ. Анчах сутăнчăк староста ăна нимӗçсене тыттарнă, ку хутӗнче ăна Австрие хăваласа кайнă. Унтан та тарнă Лизуков, хальхинче вара вăл хамăр салтаксем патне çитме пултарнă. Хӗрлӗ Çар ретӗнче 1946 çулхи майччен хӗсметре тăнă. Николай Афанасьевич чылай орден-медале тивӗçнӗ.

Вăрçă хыççăн тăван ене таврăнсан Шупашкарти педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ăна пӗтерсен Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки шкулӗнче рисованипе черчени учителӗ пулса ӗçленӗ. 1962 – 1982 çулсенче Кивӗ Пăрăнтăкри сакăр çул вӗренмелли шкулта ачасене рисованипе черчени кăна мар, нимӗç чӗлхи те вӗрентет. 

Николай Афанасьевич ӗмӗр тăршшӗпе тăван Тăхăрьялти ӗлккен вырăнсене ӳкернӗ. Мероприятие хутшăнакансем вырăнти ытарми пейзажсемпе паллашрӗç, портрет живопиçӗпе, натюрмортсемпе,  графикăпа ӳкернӗ портрет-пейзажсемпе. Унăн «Ходоки у Ильи Николаевича Ульянова» картини Шупашкарти Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче упранать.

Анатолий Малышев таврапӗлӳçӗ аса илнинчен: «Николай Афанасьевич Лизуков пит сăпай та хăйне хăй критиклекен çын пулнипе хăй ӗçӗсене пысăк куравсене пама хăюлăх çитереймен художниксен шутне кӗрет. Искусствоведсем те вӗсен ӗçӗсене нимӗнле хак та памаççӗ. Анчах вӗсем ӳкерме чарăнмаççӗ, çӗнӗ картинăсем çыраççӗ. Ӳкерме юратакан, хăйне типтерлӗ, тӗрӗс тытакан, сăпайлă, ырă çын пулни ăна кулленхи пурнăçра та, пултарулăхра та тӗрев пулса пынă. Çакна ун вăрçа сăнарланă пӗр ӳкерчӗк çукки те палăртать. Вăл: «Вăрçăпа искусство килӗшсе тăмаççӗ», – тени асра юлнă…» 

1994 çулта художник çӗре кӗнӗ, ӗçӗсем унăн чунӗн пӗр пайӗ пек юлнă.

Мероприятие хутшăнакансем Николай Афанасьевич пурнăçра та, пултарулăхра та нихçан та йывăрлăхсене парăнманни, харсăр, çирӗп  пулни, тӳррӗн пурăнни, Тăван çӗршыва юратни, таврари илеме курса хаклама пӗлни, çут тӗнчене хăйӗн ӗçӗпе ырлăхпа савăнăç кӳни çинчен каларӗç. Музей ертӳçи А.Н.Архипова художникăн ӗçӗсенчен альбом хатӗрлеме тӗллев лартрӗ.

 

Алена АРХИПОВА, Пӳркел шкулӗнчи таврапӗлӳ музейӗн ертӳçи.

Пăва районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ветеран Искусство 80-летие Великой Победы