г. Казань
Раççей Президенчӗн суйлавӗччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Хăвăр суйлавçăсен списокӗнче пуррипе çуккине еплерех тӗрӗслемелле-ха? Çакăн пирки РФ Тӗп суйлав комиссийӗ ăнлантарса панă.
Мартăн 15 — 17-мӗшӗсенче иртекен Раççей Президенчӗн суйлавӗнче Тутарстанри суйлав бюллетенӗсем икӗ чӗлхепе — вырăсла тата тутарла пулаççӗ.
Тутарстанра паянхи кун тӗлне 3,7 пин çын ытла Раççей Президенчӗн суйлавӗнче хăйсем çав вăхăтра ăçта пулаççӗ, çавăнта сасăласси пирки заявлени панă.
Ку механизм суйлава пропискӑпа кăна мар, пурăнакан çĕртен те хутшăнма май парать.
0