Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Мобильлӗ суйлавçă» майпа сасӑлама заявленисем йышӑнасси пуçланчӗ

Ку механизм суйлава пропискӑпа кăна мар, пурăнакан çĕртен те хутшăнма май парать.

Суйлава прописка тăнă çĕртен хутшăнма май çук пулсан январĕн 29-мӗшӗнчен пуçласа март уйӑхӗн 11-мӗшӗччен МФЦ, территорири суйлав комиссиĕ е Патшалăх услугисен федераллӑ порталӗ (www. gosuslugi. ru) урлӑ заявлени памалла. Участокри суйлав комиссийӗсем заявленисене март уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен йышӑнма пуçлаççĕ.

— Заявленире Раççей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавне хутшăнма палӑртнӑ суйлав участокӗн адресне кăтартмалла, — ӑнлантарать Тутарстан Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн Председателӗ Андрей Кондратьев. — Анчах та участока суйлассинче питӗ тимлӗ пулмалла, мĕншĕн тесен ăна улăштарма шутласан, кун пек заявление икӗ кун хушшинче çеç каялла тавăрма пулать.

Аса илтеретпӗр, Раççей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ март уйӑхӗн 15,16,17-мӗшӗсенче иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы2024