Хăвăр суйлавçăсен списокӗнче пуррине икӗ мелпе тӗрӗслеме пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Хăвăр суйлавçăсен списокӗнче пуррине икӗ мелпе тӗрӗслеме пулать

Раççей Президенчӗн суйлавӗччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Хăвăр суйлавçăсен списокӗнче пуррипе çуккине еплерех тӗрӗслемелле-ха? Çакăн пирки РФ Тӗп суйлав комиссийӗ ăнлантарса панă.

Хăв суйлавçăсен списокӗнче пуррипе çуккине икӗ мелпе — суйлав участокне кайса тата дистант мелӗпе — тӗрӗслеме пулать. Кайса тӗрӗслес тесен çак ӗçе мартăн 14-мӗшӗччен тумалла — суйлав участокне кайса комисси пайташӗсенчен хăвăр списокра пуррипе çуккине ыйтмалла. 


Енчен те эсир хăвăр çинчен калакан сведенисенче йăнăшсем куратăр — вӗсене тӳрлетме ыйтса заявлени çырмалла. Ăна участокри суйлав комиссийӗ пӗр талăк хушшинче пăхса тухать, сасăлав кунӗсенче — 2 сехетре. 


Çавăн пекех хăвăр списокра пуррипе çуккине онлайн мелӗпе тӗрӗслеме май пур. Кун валли РФ Тӗп суйлав комиссийӗн официаллă сайтӗнче ятарлă цифрăллă сервис пур.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


выборы2024

Нет комментариев