News by tag - ЖКХ
-
Шкул ачисем квест иртсе çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пӗлӗве ӳстереççӗ
Кăçал май уйăхӗнче Тутарстанăн тӗп хулинче çӗнӗ вӗренӳ проекчӗ ӗçлеме пуçлать. 1,5 пин ытла 3-4 класра вӗренекен шкул ачи «Наш труд – ваш уют» интерактивлă квест иртме пултарать. Йӗркелӳçӗсем мероприятие ирттерсе ачасене çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пӗлӳпе вăйă урлă паллаштарасшăн. Кун пирки ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
ÇКХ ӗçӗсемшӗн малашне урăхларах тӳлӗпӗр
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли срок Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗ: ӑна 10-мӗшӗнчен 15-мӗшне куҫарӗҫ
-
Çитес çулта коммуналлӑ комплекса çӗнетме 33 миллиард тенкӗ кирлӗ пулать
2026 çулта Тутарстанра коммуналлӑ комплекса çӗнетме 33 миллиард тенкӗлӗх пурӗ 75 инвестици программине ӗçе кӗртме палăртса хунă.