Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ÇКХ ӗçӗсемшӗн малашне урăхларах тӳлӗпӗр

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли срок Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗ: ӑна 10-мӗшӗнчен 15-мӗшне куҫарӗҫ

 Кун пирки ТР Патшалӑх Канашӗн строительство тата ҪКХ комитечӗн председателӗн ҫумӗ Сергей Колунов пӗлтернӗ.

Закон март пуҫламӑшӗнчех вӑя кӗрӗ, коммуналлӑ услугăсен вăхăтра тӳлемелли кунӗсене пилӗк куна куҫарнă. Ку граждансене уйăхăн 15-мӗш кунӗччен ÇКХшăн тӳлеме май парӗ.

С.Колунов закон Раççей ҫыннисен хутне кӗнине палăртнă. 10-мӗшӗччен пурте ӗç укçи илсе ӗлкӗрейменнине, чылайӑшӗ 12-15-мӗшӗсенче тин илнипе ӑнлантарнă. Кун пек условисенче ҫӗнӗ тӳлев тапхăрӗ  вӗсемшӗн меллӗрех пулӗ. Çапла майпа коммуналлă услугăсемшӗн вăхăтра тӳлеменнисен шучӗ чакасса шанаççӗ закона йышăнакансем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ЖКХ