Шкул ачисем квест иртсе çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пӗлӗве ӳстереççӗ
Кăçал май уйăхӗнче Тутарстанăн тӗп хулинче çӗнӗ вӗренӳ проекчӗ ӗçлеме пуçлать. 1,5 пин ытла 3-4 класра вӗренекен шкул ачи «Наш труд – ваш уют» интерактивлă квест иртме пултарать. Йӗркелӳçӗсем мероприятие ирттерсе ачасене çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пӗлӳпе вăйă урлă паллаштарасшăн. Кун пирки ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Проекта ведомство Хусанти Вӗрентӳ управленийӗ пулăшнипе пуçарнă. Тӗп тӗллев – ачасене кранра шыв ăçтан тухнине, хӗлле батарейăсенче мӗншӗн ăшă пулнине тата коммуналлă службăсен кулленхи ӗçне мӗнле йӗркеленине тӗслӗхсемпе ăнлантарасси. Йӗркелӳçӗсем шанса тăраççӗ: çак процессене ăнланни мӗн ачаран ресурссене упрама, çуртсемпе хулара хăтлăх кӳрекенсен ӗçне хисеплеме вӗрентет.
Проект программи май килнӗ таран практикăллă. Шкул ачисен квитанцисене тултарма, тарифсене ăнланма, счетчик кăтартăвӗсене пама вӗрентӗç. Ачасем тӳлеври пӗтӗмлетӳ сумми мӗнрен йӗркеленнине тата даннăйсене вăхăтра пани мӗншӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа парӗç.
Çамрăк хутшăнакансем ÇКХ сферин пӗлтерӗшне туйччăр тесе вӗсене проблемăллă лару-тăрăва сӳтсе явма сӗнеççӗ. Сăмахран килте сасартăк ăшă, шыв, çутă пулмасан, çӳп-çапа вăхăтра илсе каймасассăн, юхакан пӳрт тăррине вăхăтра юсамасан мӗн пулӗ? Çакăн пек меслет çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ӗçченӗсен кулленхи ӗçӗ хулашăн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине уçса парать.
«Эпир ÇКХ çăмăл мар темăна ачасемшӗн ăнланмалла та илӗртӳллӗ тума тăрăшрăмăр. Вăйă урлă ачасем йăлари хăнăхусене вӗренӗç кăна мар, ашшӗ-амăшне пулăшни тата хăйсен килне упрани мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине те ăнланӗç», – палăртнă ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Марат Айзатуллин.
Квест финалисчӗсене çӗнӗ пӗлӳ кăна мар, усăллă парне те кӗтет – кашни хутшăнакан ÇКХ пулăшăвӗсен темипе çыхăннă памятка илет. Йӗркелӳçӗсем палăртнă тăрăх, ку материал ачасене хăйсене те, вӗсен ашшӗ-амăшне те кирлӗ пулӗ.
Кун пирки ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев