Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес çулта коммуналлӑ комплекса çӗнетме 33 миллиард тенкӗ кирлӗ пулать

2026 çулта Тутарстанра коммуналлӑ комплекса çӗнетме 33 миллиард тенкӗлӗх пурӗ 75 инвестици программине ӗçе кӗртме палăртса хунă.

2026 çулта Тутарстанра коммуналлӑ комплекса çӗнетме 33 миллиард тенкӗлӗх пурӗ 75 инвестици программине ӗçе кӗртме палăртса хунă.  Кун пирки журналистсемпе тӗл пулсан ТР Тарифсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Ренат Гайнутдинов пӗлтернӗ.

«Инвестпрограммӑсен чи пысăк пайӗ ӑшӑпа тивӗçтерессипе çыхăннă.  Унсӑр пуçне ӗç шыв кӗртессипе тата тивӗçтересссипе,  çутă кӗртессипе пырать», – терӗ комитет пуçлăхӗ.

Коммуналлӑ инфраструктурăна çӗнетме пӗтӗмпе 1 миллиард тенкӗ ытла пăхса хунă. 

Ренат Гайнутдинов палăртнă тăрăх, 2024 çулта 60 050 çемьене пурӑнмалли çурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемешкӗн 859,28 миллион тенкӗлӗх субсиди уйăрнă. 2025 çулта вара  ку тӗле уйăрнă субсидисен калăпăшӗ 660 миллион тенке çитнӗ.

«2026 çула йышăннă бюджетра палӑртнӑ тăрăх çак тӗллевпе 1,3 миллиард тенке яхӑн пăхса хунă», – терӗ  тенӗ Ренат Гайнутдинов.

Унсăр пуçне килес çул Тутарстанра электроэнергипе усă курнăшăн дифференциленӗ система ӗçе кӗрет, вăл электроэнергин усӑ курнă калăпăшӗнчен килӗ. Пӗрремӗш диапазонăн чикки – уйӑхне 3,9 пин киловат, иккӗмӗшӗ – 6 пин киловатчен, виççӗмӗшӗ – 6 пин киловатран ытларах пулӗ.

Электричествăпа ăшăтакан çуртсем валли уйрӑм йӗрке пулать.  Хутса ӑшӑтмалли тапхӑрта Электроэнергипе ытларах усă курние шутлас тесен чи пысӑк калӑпӑшсене 1,8 коэффициентпа шутлама йышăннă. 

Юлашкинчен спикер кирлӗ те усăллă информацие вăхăтлă пӗлсе тăма ТР тарифсен патшалӑх комитечӗн МАХ-ри каналне çырăнма сӗнчӗ.

Сăнӳкерчӗке нейросетьпе усă курса тунă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ЖКХ