Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Çӗнтерӗвӗн юбилейӗ тӗлне

Апрелӗн 10-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри «Красная гвоздика», апрелӗн 24-мӗшӗнче «Георгиевская ленточка» акцисем пуçланаççӗ.

Акци Кремлевская, Бауман урамӗсенче тата Ирӗклӗх тӳремӗнче ӗçлет. Кун çинчен ӗçлӗ тунтикунра ачасемпе çамрăксен комитечӗн председатель çумӗ Алия Загидуллина каласа панă.

«Красная гвоздика» акцие сывлăхне, пурнăçне шеллемесӗр Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тăнисене медицина пулăшăвне  пама укçа-тенкӗ пухма пуçарнă.  Çулсерен апрель-июнь уйăхӗсенче волонтерсем хула урамӗсене тухаççӗ, гвоздика манерлӗ значоксем сутаççӗ .

Пӗлтӗр волонтерсем 2000 гвоздика 158 пин тенкӗлӗх сутнă. Пӗр значок-гвоздика 50 тенкӗ тăрать.

«Георгиевская ленточка» акцире волонтерсем 100 пин Георгий хăйăвне салатма шутлаççӗ – пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах. Хусансем, хула хăнисем вӗсене парксенче, çырма таврашӗнче, урамсенче тупма пултараççӗ.

Сăнӳкерчӗк KZN.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы