Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЧЕБА-ДЖАЗ– 2019». ХУСАНСЕМ – ИККӖМӖШ

Январӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче I Пӗтӗм Раççейри джаз тата эстрада юрлакансен «ЧЕБА джаз» конкурсӗ иртӗ. Вера Кожеманова хăйӗн ушкăнӗпе Энтони Ньюлипе Лесли Брикасăн «Feeling good» («Чувствую себя хорошо») тата «Тарăн вар» юрăсене юрласа иккӗмӗш вырăн çӗнсе илчӗ. Саламлатпăр!

Чăваш кӗвӗ искусстви аталанни савăнтарать. Ку çапла пулмалла та. Джаз акă, акăлчанла кăна мар, чăвашла та çав тери хитре янăрать иккен. Çак çăмăл мар жанр майпен кӗрсе пыни лайăх пулăм, эппин, ӳсӗм пур пирӗн. Хусанти çамрăк юрăç Вера Кожеманова 2018 çулта Тутарстан чăвашӗсене пире халăх юррине этноджаз стилӗпе юрласа паллаштарчӗ. Киввине çӗнӗлле юрласа чуна тыткăнларӗ вăл. Пултаруллă юрăçăн репертуарӗнче кун пек юрăсем пӗрре кăна мар халӗ.  Малашне тата та пулӗç-ха. Шанса тăратпăр.

Январӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче I Пӗтӗм Раççейри джаз тата эстрада кӗввипе юрлакансен «ЧЕБА джаз» конкурсӗ иртрӗ. Ентешӗмӗр хăйӗн ушкăнӗпе (Андрей Казанцев параппанçă, Дима Лысов пианист тата Ленар Ризатдинов бас гитарист) хутшăнчӗ. Хусансем Энтони Ньюли тата Лесли Брикасăн «Feeling good» («Чувствую себя хорошо»), чăвашла «Тарăн вар» юрăсене юрласа иккӗмӗш вырăн çӗнсе илчӗç. Саламлатпăр!

Проектăн авторӗ – асăннă музыка училищин «Музыкальное искусство эстрады» уйрăмăн йӗркелӳçи Николай Анатольевич Кузьмичев. Сăмах май, Шупашкарта «ЧЕБА» джаз фестивальне вăл пуçласа пӗрремӗш хут 1980 çулсенчех йӗркеленӗ пулнă. Ун чун Раççей, АПШ, Англи, Франци, Япони, Германи тата ытти çӗршывсенчи паллă джазменсем хутшăннă.

Ку конкурса вара 7-22 çулти тата аслăрах джазпа эстрада солисчӗсене, ансамбльсемпе оркестрсене явăçтарнă вăл. Конкурсантсем Шупашкар, Çӗнӗ Шупашкарсăр пуçне Хусан, Йошкар-Ола, Новосибирск, Саратов, Самара, Санкт-Петербург хулисенчен тата Ярославль облаçӗнчен килнӗ.

– Николай Кузьмичев сăмахӗсемпе, джаза акăлчанла кăна юрлани йăлăхтарнă ӗнтӗ, урăх чӗлхесемпе те янăратма вăхăт çитнӗ. Чăвашсем тӗрӗс çул çинче. Хăй вăл таса чăвашла джаз та çырнă иккен. Маншăн ку кӗтменлӗх пулчӗ. Унăн юррине музыка училищин студенчӗсем юрларӗç. Чăн та, чăвашла лайăх пӗлмеççӗ пулмалла, хула ачисем. Сăмахӗсем таса тухманнипе эпӗ вӗсем чăвашла юрланине тӳрех ăнланса та илеймерӗм. Çапах та çав тери хитре янăрать чăвашла джаз, – хăй шухăшне пӗлтерчӗ Вера Кожеманова конкурсран таврăнсан.

Вăл каланă тăрăх, конкурс пӗрремӗш хут кăна  иртет пулин те, çӳллӗ шайра. 

– Вăйлă конкурсантсем килнӗччӗ. Шупашкарсем хăйсем те çав тери лайăх хатӗрленнӗ. Пӗрремӗш вырăна çӗнсе илнӗ самарсен «Aleksandra's band» ушкăнне эпир çитеймерӗмӗр, вӗсем пиртен самай вăйлăрах. Тата эпир ку конкурс пулассине тăватă кун маларах кăна пӗлтӗмӗр, апла пулин те иккӗмӗш, –  тет çамрăк юрăç.

Малашне тата хутшăнас шухăшлă-ха хусансем ку конкурса. Тен, майпен этноджассăр пуçне таса чăвашла джаз та юрлӗç. Кун пек шанăç та пур, мӗншӗн тесен Николай Кузьмичев джасменпа çыхăну тытма хирӗç мар вӗсем. Ушкăн пӗлтӗр кăна йӗркеленнӗ-ха, ăçталла ăнтăлмалли те, ӳсмелли те пур вӗт вӗсен. Вера Кожемановăна тата унăн ушкăнне черетлӗ çӗнтерӳпе саламланă май тата пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс