ЧИ ЛАЙĂХХИНЕ ФРОНТА ĂСАТАТТĂМĂР...
Çак кунсенче 95 çул тултаракан Вера Урмаева вăрçă пуçланнă чух 11-те пулнă
Çармăс ял хутлăхӗн библиотекинче «Тӗлпулу» пӗрлешӗве çӳрекен ачасем хамăр ялти çынсем вăрçă вăхăтӗнче еплерех ӗçленине тӗпчерӗç. Тӗрлӗ документсемпе, çынсем каласа панипе паллашсан ял-йыш фронта мӗнле пулăшнине пӗлтӗмӗр.
Çав вăхăтри пурнăç пирки тӗплӗнрех паллашас шутпа çак кунсенче 95 çул тултаракан В.Ф.Урмаевăна библиотекăна чӗнтӗмӗр. Вăл шăпах вăрçăн йывăр çулӗсем урлă иртнӗ çын.
– Вăрçă пуçланнă чух эпӗ тинтерех кăна 11 тултарнă хӗрачаччӗ. Пирӗн çемье пысăкчӗ: мансăр пуçне тата тăватă хӗрччӗ аттепе аннен. Ялта тăватă класлă шкул кăначчӗ, унтан вӗренсе тухсан эпӗ тӳрех «Искра» колхозра вăрман каснă çӗрте ӗçлеме пуçларăм. Атте валли фронта ярса пама пӗтӗм çемьепе посылка еплерех хатӗрленине хальхи пек астăватăп: çӗрулмине çӳхен касса кăмакара типӗтеттӗмӗр, алса-чăлха, шарф çыхаттăмăр. Хамăрăн та нимӗн те тăхăнмалли çукчӗ пулин те, фронта чи лайăххине ярса параттăмăр. Пир михӗсенчен анне кӗпесемпе йӗмсем çӗлетчӗ. Çулла урана тăхăнма хамăрах пушмак пекки тăваттăмăр. Хӗлле вара çăм тупайсан кăçатă йăвалаттăмăр, тупаймасан урана шăнтса çӳреттӗмӗр вара. Çулла, тӗпрен илсен, тӗрлӗ курăкпа тăранса пурăнаттăмăр: вӗлтӗрен яшки пӗçереттӗмӗр, мăян салачӗ хатӗрлеттӗмӗр. Çăнăх çукчӗ, çавăнпа пашалу тавраш мӗн ал айӗнче пур, çавăнтан пӗçереттӗмӗр. Çимелли çуккипе çӗрнӗ çӗрулми çини те пулнă... Пурнăç темле йывăр пулсан та çамрăксем пуç усман ун чух, пӗрле пуçтарăнса ташлама та вăхăт тупнă. Пӗр-пӗр çурт умӗнче пухăнатчӗç те купăс каласа юрлатчӗç, ташлатчӗç, унтан килӗсене саланатчӗç. Ирех ӗçе каймалла вӗт. Вăл вăй хурса ӗçлени çӗршыва кирлине пурте аван ăнланатчӗç, – каласа парать Вера Федоровна.
1952 çулта вăл качча тухнă. Мăшăрӗпе пӗрле тăватă ача çуратса ӳстернӗ. Мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех колхозра доярка пулса ӗçленӗ. Вера Федоровна – ӗç ветеранӗ, ăна аван ӗçленӗшӗн пӗрре мар медальсемпе чысланă. Халӗ Вера аппа пӗчченех пурăнать. Ачисемпе мăнукӗсем килсе пулăшсах тăраççӗ ăна.
Вера Федоровна, тавах сире ырми-канми ӗçӗршӗн! Эпир сире çав тери хисеплетпӗр, сирӗн умăрта çӗре çити пуç таятпăр.(Лидия КАРАЕВА.
Теччӗ районӗ, Çармăс ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев