«Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вӑрҫӑ юррисен онлайн конкурсне хутшăнма васкăр!
Çӗнӗ хыпарсем

«Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вӑрҫӑ юррисен онлайн конкурсне хутшăнма васкăр!

Хаклă вулакансем! Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа «Сувар» хаçат редакцийӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вӑрҫӑ юррисен конкурсӗ пуçланни çинчен аса илтеретпӗр.

Унта хутшăнас тесен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрра юрласа видео ӳкермелле те редакцие хаçатăн suvar@mail. ru электронлă адресӗпе, е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла.

Конкурса янă ӗçсене 2025 çулхи майăн 11-мӗшӗччен йышăнатпăр. 

Çӗнтерӳçӗсене редакци дипломпа тата асăнмалăх парнепе хавхалантарать.

Тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать.


конкурс 80-летие Великой Победы

Нет комментариев