Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитесси 80 кун юлчӗ: «Çӗнтерӳ юррисем» конкурс пуçлатпăр!
Хаклă вулакансем! Февралӗн 19-мӗшӗнче – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитесси 80 кун юлсан – «Сувар» хаçат редакцийӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вăрçă юррисен онлайн-конкурсне пуçарчӗ.
Унта хутшăнас тесен вăрçă темипе (иртнӗ вăрçă вăхăтӗнчисем те, хальхисем те юраççӗ) юрă юрланине (пӗччен те, ушкăнпа та юрать) видео çине ӳкерсе илмелле те редакцие suvar@mail.ru электронлă адреспа е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Конкурса ача садне çӳрекенсем те, шкул ачисем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.
Заявкăра юрлаканăн (е юрлакансен) ячӗ-хушамачӗсене, миçе çултине, миçемӗш класра вӗреннине, ăçта ӗçленине, пурăннине, вӗрентекенӗн е конкурса хатӗрлекенӗн хушаматне, ятне тата ашшӗ ятне, видеона ярса параканăн телефон номерне тата электронлă почтин адресне палăртма манмалла мар.
Конкурса янă ӗçсене 2025 çулхи майăн 11-мӗшӗччен йышăнатпăр, хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче (ВК, Одноклассники, Телеграм) кăларатпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци дипломпа тата асăнмалăх парнепе хавхалантарать. Вырăн йышăнайманнисене те редакци сертификат парса чыслать. Конкурс положенийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев