Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçалхи конференцин çӗнтерӳçи – Анастасия Мусаткина

Наукăпа практика конференцийӗпе шкул ачисен вулавӗсене кăçал 200 ытла çын хутшăнчӗ. Пӗтӗмпе 7 секци ӗçлерӗ: чăваш, вырăс, тутар, мари, мордва, удмурт тата пушкăрт филологийӗсем.

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанта V  Раççей Федерацийӗн халăхсен чӗлхисемпе регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ тата шкул ачисен вулавӗсем иртрӗç. Мероприяти ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ, Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейи йӗркеленипе иртет. Иккӗмӗш çул наукăпа практика конференцийӗ Хусанти 180№ полилингваллă гимназире тӗпленет. Наукăпа практика конференцийӗпе шкул ачисен вулавӗсене кăçал 200 ытла çын хутшăнчӗ. Пӗтӗмпе 7 секци ӗçлерӗ: чăваш, вырăс, тутар,  мари, мордва, удмурт тата пушкăрт филологийӗсем. Чи пысăккисем, паллах, вырăспа (31 хутшăнакан) тутар (42 хутшăнакан) секцийӗсем пулчӗç, чи сахалли мордвасен, пурӗ те 5-ӗн, ыттисен пӗр шайра.

Чăваш секцийӗ ытти çулсенче пысăк йышпа палăрса тăратчӗ. Кăçал пурӗ те 12 ӗç кăна ярса панă. Виççӗшӗ тӗрлӗ сăлтава пула килеймен. Çапла 9 наукăпа практика ӗçне хакларăмăр. Тутарстанран Çарăмсан (Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ), Пăва (Тури Лащипе Альших, Чăваш Киштек  шкулӗсем), Аксу (Савгачево шкулӗ), Теччӗ (Пухтел шкулӗ),  Çӗпрел (Чăваш Çӗпрел шкулӗ) районӗсем пулчӗç. Чăваш Республикинчен икӗ хутшăнакан та Шупашкар хулисенчи шкулсенчен килнӗ.

Кăçалхи ӗçсенчен Мария Васюткинан (вӗрентекенӗ М.А.Захарова, Çарăмсан, Çӗнӗ Йӗлмел) «Хайлавсенче тӗл пулакан савăт-сапасен йăла-йӗркери вырăнӗ», Анастасия Мусаткинан (вӗрентекенӗ В.Н.Петрова, Çӗпрел, Чăваш Çӗпрел)) «Чăваш тата вырăс литературинчи анне сăнарӗ», Екатерина Яковлеван (вӗрентекенӗ О.М.Бахтинова, Пăва, Чăваш Киштек) «Халăх каларăшӗнчи лаша сăнарӗ», Эвелина Торгашован (вӗрентекенӗ А.Н.Торгашова, Теччӗ, Пухтел) «Салам сăмах – асамлă сăмах» ӗçсене уйрăммăн палăртас килет. Темисем çӗнӗ, тӗпчев пайӗ пур, ăна практикăпа çирӗплетнӗ, тунă пӗтӗмлетӗвӗсем лартнă задачăпа килсе тăраççӗ. Ыттисене те хурлас килмест, Вадим Кожевников (вӗрентекенӗ Л.А.Андреева, Пăва, Тури Лащи), сăмахран, интереслӗ темăпа тухрӗ – «Пирӗн тăрăхри ача-пăча вăййисем», ӗçӗн ытларах пайне интернетран илнипе, ыйтусене тӗрӗс хуравлайманнипе пысăк балл лартма çук.

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви кăçал çӗнтерӳçӗсене палăртас йӗркене улăштарнă. 1,2,3-мӗш вырăнсем вырăнне пӗр çӗнтерӳçе, виçӗ призера тата икӗ лауреата палăртма ыйтрӗç.

Кăçалхи конференцийӗн çӗнтерӳçи Анастасия Мусаткина пулчӗ, призерсен шутӗнче – Мария Васюткина, Алексей Араповпа Анастасия Игнатьева (пӗр ӗçпе тухрӗç, вӗрентекенӗсем Л.В.Никифорова, Г.А Керуков, Чăваш Ен, Шупашкар), Екатерина Яковлева. Лауреатсем – Эвелина Торгашова, Юлия Арбекова (Чăваш Ен, Шупашкар).

Тата çакна та палăртса хăварас килет. Вырăс филологийӗн секцине кăçал Теччӗри В.А.Хапаев генерал-майор ячӗллӗ кадетсен интернат-шкулӗнче вӗренекен Вадим Малышев хутшăнса лауреат ятне илме тивӗçрӗ. Чăваш ачи чăвашах çав. Хăй ӗçне вăл И.Я.Яковлев пурнăçӗпе тата ӗç-хӗлӗпе çыхăнтарнă. «И.Я.Яковлевăн çутӗç ӗçӗ: мăнаçлă вырăс чӗлхине вӗренессипе чăваш халăхӗн çулӗ» çапла илтӗнет ун ӗçӗ вырăсларан куçарсан. Чăваш ачисем ытти секцисен ӗçне хастар хутшăнни, паллах, савăнтарать. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование