Хусан 17 томлă чăваш словарӗн авторне асăнчӗ

Н.И.Ашмаринăн бюстне лартмашкăн чӗлхеçӗн тăванӗсен ирӗкӗ кирлӗ.
Раççей чӗлхеçи, тюркологӗ, 40 пин сăмахлă 17 томлă чăваш словарӗн авторӗ Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа паян, октябрӗн 4-мӗшӗнче, 150 çул çитрӗ. Юбилее хусансем Ар масарӗнче митинг ирттерсе паллă турӗç. Унта ТР ЧНКА ӗçченӗсем, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Н.Сорокин, Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн ертӳçи А.Семенов, Хусанта пурăнакан В.Секанкин, Çарăмсан районӗнчи Журавлев чăваш хастарӗсем тата Хусанти тюрколог А.Галимзянов хутшăнчӗç. Вăхăтӗнче Хусанта ӗçленӗ, кунти Ар масарӗнче ӗмӗрлӗхе канлӗх тупнă чӗлхеçӗн ӗçне пухăннисем пысăка хурса хакланине, чăвашсем валли кăна мар, Атăлçи тăрăхӗнчи ытти халăхсем валли те калама çук пысăк пуянлăх – 17 томлă словарь, тӗпчев ӗçӗсем – хăварнине, тюркологсем вӗсемпе паян та анлăн усă курнине каларӗç.
Чăваш таврапӗлӳçи А.Семенов пӗлтернӗ тăрăх, Николай Кондрашкин скульптор Н.И.Ашмаринăн бюстне хатӗрленӗ ӗнтӗ, Хусан влаçӗ те Ар масарне ларттарма хирӗç мар. Анчах ку ӗçе пурнăçлама сахалтан та 100 000 тенкӗ укçа кирлӗ. Чăваш Ен 50 000 тенкӗ уйăрма шантарать. Тепӗр 50 000 тутарстансем хăйсем пухма йышăнчӗç митингра. Çитес вăхăтра çак ырă ӗç валли ятарлă шут уçӗç. Кăмăл пуррисем пурте укçа куçарма пултараççӗ. Чăрмавӗ укçара кăна мар иккен-ха тата. Н.И.Ашмаринăн бюстне лартмашкăн чӗлхеçӗн тăванӗсен ирӗкӗ кирлӗ. Вӗсемпе хальлӗхе çыхăнăва тухман-ха, мӗншӗн тесен ăçта пурăннине пӗлмеççӗ. Тен, икӗ регион чăвашӗсен ырă ӗçӗ пирки пӗлсен вӗсем хăйсене нумай кӗттермӗç, çыхăнăва тухӗç. Бюста кăçалах Н.И.Ашмаринăн 150 çулне халалласа вилтăпри çине лартасшăн (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
3 марта 2021 - 09:17Шулӗксем паллӑ ҫынсен страницисене те ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ Вулакансене асӑрхаттарас килет, социаллӑ сетьсенчи парольсенче темиҫе цифра, пысӑк тата пӗчӗк саспаллисем пулмалла. Страницӑрсене шулӗксем ҫӗмӗрсе ан кӗрейччӗр тесен кашни социаллӑ сеть валли урӑхла пароль шутласа кӑларӑр1100
-
2 марта 2021 - 20:22Юнкун ҫанталӑк пӑсӑлать Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви тутарстансене мартӑн 3-мӗшӗнче инҫе ҫула тухмашкӑн тӑхтаса тӑма сӗнет8000
-
2 марта 2021 - 19:55Министр ыйтусем ҫине тӗплӗн хуравларӗ Паян Александр Шадриков Тутарстан Республикин официаллӑ социаллӑ сетӗсенче тӳрӗ эфира тухрӗ.6200
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.10900
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ35712
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ13400
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.12101
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ269500
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен27400
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.17200
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине13700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика