Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Туслăх Çурчӗшӗн канмалли кун çук

Апрелӗн 7-мӗшӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ ӗçтешӗсене – республикăри наци шкулӗсенче тăван чӗлхепе литература урокӗсене вӗрентекен педагогсене йышăнчӗ. Çавсем хушшинче чăваш, мари, удмурт вӗрентекенӗсем пулчӗç. Хусана вӗсем квалификацие ӳстерме курссене килнӗ.

Мероприятие Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили уçрӗ. Кӗскен шкулăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ӗçтешсемпе пайламалăх шкулăн опычӗ пур. Туслăх Çуртӗнче вырнаçнăскер хула, район, республика, Раççей шайӗнчи мероприятисемпе конкурссене активлă хутшăнать. Вӗренекенсем малти вырăнсене час-час йышăнни педагогсене малалла тата та хастартарах ӗçлеме хавхалантарать. Çапла пӗчӗккӗн шкул историйӗ çырăнса пырать.

Юлташла тӗлпулăва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшăнчӗç. Тӗп яваплăха, кам иккӗлентӗр, хăйсем çине чăвашсем илнӗ. Мероприятие ЧНКА Ӗçтăвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаçат тӗп редакторӗ Константин Малышев, Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, ЧНКА Ӗçтăвком пайташӗ Вера Юнусова, «Аталан» чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Алена Гордеева хутшăнчӗç. Вӗсенчен кашни сăмах илсе кӗскен хăй ӗçӗ çинчен каласа пачӗ, вӗрентекенсене ӗçре çитӗнӳсем сунчӗ.

Чăваш вырсарни шкулӗн пурнăçӗпе Сильвия Чаркина паллаштарчӗ. Хăтлав питӗ интереслӗ, информаци енчен пуян пулнипе педагогсемшӗн усăллă иртрӗ. Çулталăк тăршшӗпе мӗн кăна тумаççӗ вӗсем: чăваш халăх уявӗсемпе çыхăннă, писательсемпе поэтсен çуралнă кунне халалланă мероприятисем ирттереççӗ, конкурссене хутшăнаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Вырсарни шкулне çӳрекен шăпăрлансем чăвашла сăвă-юрăпа савăнтарчӗç. «Я могу» Раççей шайӗнчи вокалистсен конкурсӗнче 2-мӗш вырăна тивӗçнӗ София Чаркина чăвашла тата вырăсла пит илемлӗ юрларӗ. Галина Семенова ертсе пыракан «Меречен» ташă ансамблӗ те хăй пултарулăхне кăтартрӗ.

Владимир Иванов вӗрентекенсене ӗçрӗ ăнăçу сунчӗ, чăваш чӗлхипе культурине упраса хăварассинче пысăк ӗç тунишӗн тав турӗ. «Эсир питӗ те кирлӗ ӗç туса пыратăр. Шанатăп, сирӗн пек тăрăшуллă çынсем пур чух чăваш чӗлхи пӗтмӗ», – терӗ вăл.

Сильвия Чаркина вӗрентӳ ӗçӗнче полилингваллă система çине таянни, туслăх урокӗсене ирттерни çинчен каласа пачӗ. «Пысăк хулара тăван чӗлхене вӗрентме кăткăсрах. Ачасем чăвашла тап-таса та яка калаçаймаççӗ, анчах эпир тăрăшатпăр», – терӗ вăл. Малалла педагогсем «Аталан» пӗрлешӗвӗн ӗçӗпе, Николай Сорокинăн пултарулăхӗпе паллашрӗç.

Туслă тӗлпулу удмуртсемпе мари вырсарни шкулне çӳрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе вӗçленчӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана