Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 35,3 центнер.
Хальлӗхе пӗтӗмпе 861 пин гектар лаптăкри тыр-пула пухса кӗртнӗ, ку вăл 78 процент. Пӗтӗмпе республикăн уй-хирӗсене 3100 комбайн тухнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Пӗрччӗллӗ культурăсен пӗр гектара тивекен вăтам тухăçӗ республикăра 35 центнер, хăш-пӗр районсенче вара 40 центнертан ытла. Ку енӗпе Аксу, Атня, Балтаси, Кукмор, Мамадыш, Мензеле тата Теччӗ районӗсем малта.
Нет комментариев