Çӗнӗ хыпарсем

Алексеевски, Аксу, Çӗпрел районӗсенче агротехнологи класӗсем уçăлнă

Кăçал республикăн 25 муниципаллă районӗнче пурӗ 60 агротехнологи класӗ уçмалла.

«Агроинженери» направленипе ачасем Кивӗ Çӗпрелӗнчи (Çӗпрел районӗ) нумай профильлӗ лицейра вӗренӗç. Ăна уçмашкăн кунта сентябрӗн 1-мӗшӗнче ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Рустем Гайнуллов килнӗ. Алексеевскипе Аксу районӗсенчи классене вара – Наука, вӗрентӳпе инноваци технологийӗсен уйрăмӗн ертӳçи Алмаз Гамиров уçнă.

Агротехнологи класӗсен тӗллевӗ – вӗрентӳ организацийӗсем, профильлӗ аслă шкулсем, профильлӗ колледжсемпе ӗç паракансем пӗрле агропромышленность валли вӗçӗмсӗр кадрсем хатӗрлемелли система туса хурасси. Аса илтеретпӗр, агротехнологи класӗсене «Кадры в агропромышленном комплексе» федераллă проект шайӗнчи «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗпе уçаççӗ. (ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).


общество

Нет комментариев