Ыран Хусанти Халăхсен хушшинчи «Алтын Минбар» кинофестиваль уçăлать
Тӗп хыпар

Ыран Хусанти Халăхсен хушшинчи «Алтын Минбар» кинофестиваль уçăлать

Кăçалхи кинофестивалӗн паллă хăнасен шутӗнче Катерина Шпицпа Роман Курцын актерсем тата Алексей Учитель режиссер тата арабсен паллă актриси Сулаф Фавахерджи пулаççӗ.

Ырантан, сентябрӗн 4-мӗшӗнчен, Хусанта XXII Халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестиваль пуçланать. Вăл сентябрӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. Кăçалхи фестиваль Хусан ислам тӗнчин тӗп хули пулăмӗ хӳттипе иртсе 67 çӗршывăн кинематографисчӗсене пӗрлештерӗ. Хальхинче пӗрремӗш хут Хусан кинофестивальне Тогопа Венесуэла кинематографисчӗсем килме тунă.

Миляуша Айтуганова.

Маларах иртнӗ пресс-конференцире кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова пӗлтернӗ тăрăх, кинофестивале уçнă çӗре мӗнпур конкурсантсем тата хаклă хăнасем хутшăнаççӗ. Сăмах май, уçассипе хупас церемонисем Г.Камал ячӗллӗ театрта иртӗç. Яланхи пек хӗрлӗ кавир çулпа пуçланаççӗ вӗсем.  

Паллă ӗнтӗ, курма килекенсене чи малтан унта Раççей е ют çӗршывсенчен мӗнле киноçăлтăрсем килесси интереслентерет.  Миляуша Айтуганова шантарнă тăрăх, кăçалхи паллă хăнасен шутӗнче Катерина Шпицпа Роман Курцын актерсем тата Алексей Учитель режиссер тата арабсен паллă актриси Сулаф Фавахерджи пулаççӗ.

Роман Курцынпа хусансем паянах тӗл пулма пултараççӗ. Хусан Кремлӗнчи Йышăну вырăнӗсенче вăл «Малыш-каратист» кинофильма хăтланă çӗре хутшăнать. Ыран вара «Мир» кинотеатрта унпа творчествăлла тӗлпулу иртет. Алексей Учитель куракансемпе сентябрӗн 6-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта тӗл пулать. Унăн «Космос как предчувствие» фильмне пăхнă хыççăн режиссера ыйтусем пама пулӗ.  

Кинопроектсен  питчингӗ

 Хусан кинофестивалӗ авторитетлă пулăм, вăл киноиндустри профессионалӗсен пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли, отрасльти ыйтусене сӳтсе явмалли площадка пулса тăрать. Кинокăтартăвӗсемпе ытти мероприятисемсӗр пуçне «Алтын минбарăн» ӗç программи те анлă. Кӑçал ун тӗп площадки ТР Наци библиотекинче тӗпленӗ.

Сентябрӗн 7 – 8-мӗшӗсенче çакăнта киноиндустрин ертӳçӗ эксперчӗсен ӑсталӑх класӗсем, кинокомпанисен презентацийӗсем, профессионалсемпе дискуссисем тата халăхсен хушшинчи кинопроектсен питчингӗ иртеççӗ.

Пӗлтӗр ку мероприятие киноиндустрин 40 ытла представителӗ хутшӑннӑ, çавсен шутӗнче паллă дистрибьютор компанисемпе кинотеатрсен сечӗсенчен пуçласа ирӗклӗ продюсерсемпе режиссерсем таранах. Кӑçал хутшӑнакан çӗршывсен списокӗ çӗнӗ ятсемпе пуянланӗ: ӗç программине пӗрремӗш хут Марокко, Малайзи, Египет, Армени кинематографисчӗсем хутшăнаççӗ.  Яланхи пек Чӑваш Енри, Узбекистанри, Туркменистанри кинематографистсем те пулаççӗ унта. Йӑлари юлташлăх малашне те сыхланса юлӗ.

Сăнӳкерчӗксем https://kazan-mfmk.com сайтран. 


Казанский международный кинофестиваль «Алтын минбар»

Нет комментариев