Çӗнӗ хыпарсем

Пăшисем кӗркунне çулсем çине тухма, çынсем çине тапăнма пултараççӗ – асăрханăр!

Çу вӗçӗ – кӗркунне пуçламăшӗ (октябрь уйăхӗччен икӗ уйăх) пăшисен юрату вăхăчӗ. Çак тапхăрта вӗсенчен пăрăнса çӳремелле.

Шултра чӗрчунсен, çав шутра пăшисен те, август вӗçӗнчен пуçласа октябрь уйăхӗччен юрату вăхăчӗ пулнăран вӗсем çынсемшӗн хăрушă. Çавăнпа вăрмансенче асăрхас пулсан çывăхне пымалла мар, мӗншӗн тесен çынсем çине тапăнма пултараççӗ, тесе пӗлтерет ТР Биоресурссен комитечӗн пресс-служби.Çак вăхăтра пăши аçи сахал çиет, нумай çӳрет иккен. Çӗрӗпе темиçешер километр утать, çав шутра автоçулсем çине тухса çул-йӗр инкекӗсем тума пултарать. Автоçулсем çинче асăрхасан чарăнса иртсе кайиччен тăмалла. Сигнал пама юрамасть, шартах сикнипе вăл машина çине тапăнас хăрушлăх пур.


общество

Нет комментариев