Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 3-мӗшӗ терроризмпа кӗрешекенсемпе пӗр шухăшлисен кунӗ

2004 çулта Çурçӗр Осетири-Аланири Беслан хулинче сентябрӗн 1 – 3-мӗшӗсенче пулса иртнӗ трагедие асăнса паллă тăваççӗ ку куна

 

Гвоздики в память

Террористсем минăланă 1№ шкул çуртӗнче 1100 ытла заложника тытса тăнă. Теракта пула 334 çын пурнăçӗ татăлнă, çак шутра 186 ача.

«Вымпел» тата «Альфа» ятарлă подразделенисен сотрудникӗсем тыткăнри ачасемпе аслисене хăтарассишӗн хăйсен пурнăçӗсене шеллемен.

Паян эпир ытти теракстсенче пуç хунисене, аманса сусăрланнисене те аса илетпӗр: Буденновскра мирлӗ çынсене тыткăна илни, Владикавказри взрыв, Дубровкăри «Норд-Ост» спектакль вăхăтӗнчи трагеди, «Крокус Сити Холри» теракт. Паян куллен Раççейре тӗрлӗ çӗрте мирлӗ машинăсене, çуртсене çунтараççӗ, сирпӗтеççӗ. Шупашкарта, Анат Камăра, Белгород, Курск облаçӗсенче тата нумай-нумай çӗрти трагедисене мӗнле манăн?

Лăпкă выртчăр ӗмӗрлӗх куç хупнисем, аманнисене – сывалма вăй-хал.


свеча памяти

Нет комментариев