Паллă чăваш кинематографисчӗн Сергей Щербаковăн чӗри тапма чарăннă
Тӗп хыпар

Паллă чăваш кинематографисчӗн Сергей Щербаковăн чӗри тапма чарăннă

Сергей Владимирович Щербаковпа сывпуллашу ыран, сентябрӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Республика клиника больницинче пулать. 11:30 сехетре. Адресӗ : Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 9В çурт, 2 хут.

Паянхи кун хурлăхлă хыпар илсе килчӗ. Пирӗн юлташăмăрăн, Чăваш Енӗн паллă кинематографисчӗн Сергей Щербаковăн чӗри тапма чарăннă.  

Малашнехи çутă ӗмӗтсемпе, пысăк плансемпе пурăнакан çак çын пурнăçран уйрăлнине ниепле те шанас килмест. Анчах МАКС мессенджерти нумай канал çак хыпара шантарса некрологсем кăларчӗ. Сăнӳкерчӗксенчен ăшă кулăпа çуталнă куçсемпе Сергей пăхать. Вăл çук, вилнӗ теме чӗлхе çаврăнмасть. Пурӗ те 50-ра кăна пулнă-ха вăл... Сергейӗн чӗри ӗнер, сентябрӗн 1-мӗшӗнче тапма чарăннă…

С.Щербаков кинопроектсен питчингӗнче.

Ăна çав тери лайăх пӗлеттӗм. Унпа 2021 çулта иртнӗ Тутарстанри Чăваш кино кунӗсенче паллашнăччӗ. Февралӗн 22-25-мӗшӗсенче иртнӗччӗ ку мероприяти. Çавăн чух Хусанти «Мир» кинотеатрта ун сценарийӗ тăрăх ӳкернӗ «В красном море» кинофильма пăхăнччӗ. Творчество ушкăнӗпе тӗлпулу иртнӗччӗ. Ун чух Сергей Владимирович çав тери хавхаланса каласа панăччӗ ку ӗçӗ пирки. Щербаков чăваш халăхӗн пуласлăхӗпе, ун историне упраса хăварас енӗпе сӳрӗк марри, хăй ӗçне чунтан парăнни палăрчӗ. Нумай япала çине эпир пӗр пек пăхни те. Тен çавăнпа унпа час-час телефонпа калаçаттăмăр. Вăл хăйӗн проекчӗсем пирки каласа паратчӗ. Ăна хăйпе пӗр шухăшлисен кăмăлне пӗлни кирлӗччӗ. Хусана ӗçпе килес пулсан пӗрре те шăнкăравласа пӗлтермесӗр хăварман вăл.

Ытларах «Татаркино» ирттерекен питчингсене, кинофестивальсене çӳретчӗ. Кино – унăн пысăк юратăвӗччӗ ӗнтӗ. Чи пысăк ӗмӗчӗ – Пăлхар чăвашӗсен историйӗ тăрăх блокбастер жанрӗпе илемлӗ кино ӳкерессиччӗ. Сценарийӗ хатӗр, тизер ӳкерме хатӗрленетчӗ. Тутарстан чăвашӗсене те явăçтарма кăмăл пурччӗ ку анлă проекта. Сăмах май, питчингсене ун прокчӗпе интересленекенсем те сахал мар пулнă, çав шутра Казахстан кинематографисчӗсем те. Шел, ӗлкӗреймерӗ ăна пурнăçласа.... Чăтма çук шел. Халь каялла çаврăнса пăхатăн та, пулăшма сахал вăй хунă пек туйăнать... Çапла, юлташсем, çывăх çынсем кайсан яланах чунра ӳкӗнӗç юлать – тăрăшса çитереймен, итлесе пӗтереймен, кирлӗ чухлӗ тимлӗх уйăрайман тесе... Мӗн тăвăн, пурăннă чух ун пирки шутламастăн, кашнин хăйӗн çулӗ, ӗçӗ.

Кино ун юратăвӗччӗ

Сергей Щербаков çак çулсен хушшинче ӗçтешӗсемпе «Слеза Ангела», «Уй варринче», «Шăпчăксем», «Вупăр» кинофильмсем кăларчӗ. Кун пирки вăл вӗçӗмсӗр калаçма хатӗрччӗ. Çак картинăсем Чăваш Енре кăна мар Раççей шайӗнче те палăрчӗç, халăхсен хушшинчи наградăсене тивӗçрӗç. Вăл ытти çын курманнине курма пӗлетчӗ.

С.Щербаков ӗçтешӗпе Хусанти кинопроектсен питчингӗнче.

Сергей Щербаков чăваш тӗнчинче пултаруллă кинематографист пек çеç мар, наука çынни пек те палăрнă. Вăл Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи Яуши ялӗнче 1975 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче çуралнă. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче истори факультетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Шкулта ӗçленӗ, пӗр вăхăт йӗрке сыхлакан органсенче те вăй хунă. 2002-2005 çулсенче ШӖМӗн Чăваш Республикинчи уголовлă шырав уйрăмӗнче вăй хунă. 2004 çулта Чечняра аслă оперуполномоченнăй тивӗçӗсене пурнăçланă, наградăсене тивӗçнӗ. Вăл истори наукисен кандидачӗ те, чăваш халăхӗн тата Атăлçи халăхӗсен историйӗпе нумай тӗпчев ӗçӗ çырнă. Юлашки çулсенче  Раççей кооператив университечӗн Шупашкарти филиалӗнче историпе обществознани предмечӗсене вӗрентнӗ.

Çакăн пек пуян та тӗрлӗ енлӗ ӗç çулне пăхмасăрах вăл чун-чӗрипе çемçе çынччӗ. Мӗн-тӗр пулсан чунтан пăшăрханатчӗ, чӗре çумне илетчӗ. Уйрăмах çынсен сӳрӗклӗхӗ ăна пăшăрхантаратчӗ. Тен çавăнпах ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ унăн. Анчах ӗçӗсем вилӗмсӗр. Унăн чунӗ хăйӗн чӗри витӗр кăларнă ӗçӗсенче, кинофильмӗсенче тата юлташӗсен астăвăмӗнче пурăнӗ. Эпир те, Тутарстанри унăн юлташӗсем Сергей Владимировичăн çемйипе, çывăх тăванӗсемпе тата юлташӗсемпе тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Питӗ те ир, вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ вăл пиртен.  

Лăпкă çывăр, хаклă юлташăмăр...     

Сăнӳкерчӗксем «Хыпар» издательство çурчӗн ВКри страницинчен тата авторăн. 

 


Известные чуваши

Нет комментариев