«Сувар» хаçатăн проекчӗ: «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурс. Хутшăнмасăр ан юлăр!
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçатăн проекчӗ: «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурс. Хутшăнмасăр ан юлăр!

«Сувар» хаçат шкулта 5 – 11-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурс ирттерет.

Çак проектпа редакци ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас тата аталантарас комисси уйăрнă грантсен «ТАТМЕДИА» АО филиалӗсем хушшинче ирттернӗ конкурсне хутшăнса çӗнтерчӗ. 71 филиалтан 20-мӗшне суйласа илчӗç. Çав шута «Сувар» хаçат та лекрӗ.

Иллюстрация к конкурсу о кинофестивале

Тӗп тӗллевӗ

Мӗнле конкурс-ха вăл? Кам хутшăнма пултарать унта? Ăнлантаратпăр. «Шкул ачисен чăвашла кино­фестивалӗ» конкурса «Сувар» хаçат редакцийӗ «ТАТМЕДИА» АО, Тутарстан Республикин Вӗ­рентӳпе наука министерстви тӗрев панипе ирттерет. Тӗллевӗ – пултарулăх урлă шкул ачисене чăваш чӗлхине юратма, ăна аталантарма вӗрентесси; ачасене чăваш халăхӗн культурин пуянлăхӗпе паллаштарасси; талантлă шкул ачисене тупса палăртасси, вӗсене киноискусствăпа, хальхи массăлла хыпар хатӗрӗсен ӗçӗпе интереслентересси; ачасенче тăван çӗрӗн историне, йăла-йӗркесене хисеплеме вӗрентесси, вӗсенче патриотизм туйăмне вăйлатасси.

Мӗн тумалла?

Кӗске чăвашла кино (видеоролик) ӳкермелле те редакцие ярса памалла. Вăл 5 минутран кая мар, 15 минутран ытла мар пулмалла. Темăсем: 

• «Манăн герой» (Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин, СВО е ытти хирӗçтăрусене хутшăннă ветерансем, тыл ӗçченӗсем, Ӗç Геройӗсем е фильм авторӗ хăйшӗн пысăк авторитет тесе шутлакан çынсем çинчен); 

• «Манăн тăван тăрăхăн ин­тереслӗ историйӗ»;

• «Шкул историйӗсем»;

• «Манăн çемьери чăваш йăлисем»;

• «Туслăха упрамалла»;

• Чăваш культурипе, ис­тори­йӗпе, йăли-йӗркипе çы­хăннă харпăр тема.

Иллюстрация к конкурсу о кинофестивале

Икӗ тапхăрпа иртет

Кӗске кинона (видеоролике, ăна горизонтальлӗ форматпа ӳкермелле) тӗрлӗ жанрпа  – илемлӗ фильм пек те, документли пек те – ӳкерме юрать. ИИ-технологисемпе, нейросетьпе, юрă-кӗвӗпе (автор прависене пăсмасăр) усă курма юрать. 

Конкурс 2026 çулхи сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 30-мӗшӗччен икӗ тапхăрпа иртет: 1-мӗш тапхăр – сентябрӗн 4-мӗшӗ – октябрӗн 18-мӗшӗ – заявкăсене (хăвăр хутшăнасси çинчен пӗлтерсе тултарнă бланк) йышăнасси; 2-мӗш тапхăр – октябрӗн 19-мӗшӗ – ноябрӗн 30-мӗшӗ – хатӗр ӗçсене (кӗске фильмсене) йышăнасси. Енчен те ӗçсем заявка тап­хăрӗнчех хатӗр пулсан тытса ан тăрăр – редакцие ярса парăр.

Конкурса янă ӗçсене ятарлă жюри ноябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 15-мӗшӗччен хак парса çӗнтерӳçӗсене палăртать. Çӗнтерӳçӗсемпе номинантсене Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне хупас официаллă церемонире пӗлтереççӗ. Вăл январь уйăхӗнче пулать. Хăш кун, ăçта, миçере иртнине хаçатра, соцсетьсенче пӗлтерӗпӗр. 

Форум чувашской молодежи «Аталан»

Приз фончӗ

Конкурс çӗнтерӳçисене редакци укçа тата Диплом парса чыслать:

«Чи лайăх илемлӗ кӗске фильм» – 10 000 тенкӗ;

«Чи лайăх документлă кӗске фильм» – 10 000 тенкӗ;

«Илемлӗ кӗске фильмăн чи лайăх режиссерӗ» – 10 000 тенкӗ;

«Документлă кӗске фильмăн чи лайăх режиссерӗ» – 10 000 тенкӗ;

«Илемлӗ кӗске фильмăн чи лайăх актерӗ» – 5 000 тенкӗ;

«Документлă кӗске фильмăн чи лайăх сценарийӗ» – 5 000 тенкӗ;

«Куракансем суйланă чи ­ла­йăх илемлӗ кӗске фильм» – ­5 000 тенкӗ;

«Куракансем суйланă чи ла­йăх документлă кӗске фильм» – 5 000 тенкӗ.

Форум чувашской молодежи «Аталан»

Максра ятарлă чат пулать

Конкурса хутшăнас текенсен заявкăсене «Сувар» хаçат редакцийӗн suvar@mail.ru электронлă почтине е 89179076881 номерпе Макс мессенджер урлă ярса памалла. Редакци ӗçченӗсем заявка яракансем валли Максра ятарлă чат уçаççӗ – унта вара сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явма, фильм ӳкерессипе канаш-сӗнӳ илме, пулăшу ыйтма май пулӗ. Редакци ӗçченӗсем пурне те пулăшма тăрăшӗç. 

Конкурс положенине, заявка памалли бланка тата кӗс­ке памяткăна «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче кăларнă постра тата мессенджерсенчи уш­кă­нсенче тупма пулать. Çӳлерех асăннă телефон номерӗпе Максра çырса ярсан конкурс положенине те, заявка бланкне те ярса паратпăр. 

Редакци.

Редакци архивӗнчи тата ИИпе тунă сăнӳкерчӗксем.


Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев