«Педагог валли пурӑнмалли çурт-йӗр сертификачӗ» çулленхи гранта илекенсен шучӗ 300-тен 350-а çити ӳснӗ

Çакна çирӗплетекен Постановлени çине Тутарстан Республикин Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă. Хваттерпе илме халӗ унччен пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма черетре тăман, Тутарстан Республикин территорийӗнче хăйӗн пурăнмалли вырăнӗ, çав шутра пай та, çук вӗрентекенсем пултараççӗ.
«Педагог валли пурӑнмалли çурт-йӗр сертификатне» пӗр хутчен кăна илме пулать. Урăхла каласан, унччен педагог çакнашкал грант илнӗ-тӗк, унăн тепӗр хут заявка пама ирӗк çук. Аса илтеретпӗр, çӳлерех асăннă гранта кăçалхи январь уйăхӗнчен пама пуçланă. Сумми – 1 миллион тенкӗ.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.
Нет комментариев