Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗмӗр асра пулччăр паттăрсен ячӗсем!

«Защитники Отечества» фонд «Памяти Героев верны!» творчествăлла ӗçсен Пӗтӗм Раççейри конкурсне пуçарнă. Ӗçсене 2024 çулăн июлӗн 7-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Конкурс тӗллевӗ — ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене тата пулăмӗсене асра упрасси, çитӗнекен ăрăва тӗрӗс воспитани парса СВО хутшăннисене хисеплеме тата Тăван Çӗршывпа мăнаçланма вӗрентесси.

Конкурса темиçе номинаципе хутшăнма май пур: 
— «Я в сердце бережно храню» тата «Семья героя» темăсемпе эссе;
— «Ятарлă çар операцине халалланă калав»;
— «Авторла сăвă/юрă/сăнӳкерчӗк/ӳкерчӗк/плакат»;
— «Ятарлă çар операцине тата унта хутшăнакансене халалланă видеоэкскурси» — конкурс партнерӗн, «Движение первых» Пӗтӗм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен юхăмӗн ятарлă номинацийӗ.

Хутшăнакансене 7–13 çул, 14–17 çул, 18–35 çул тата 36 çулран аслăраххисем çул ӳсӗмӗсем çине пайласа çӗнтерӳçӗсене палăртма йышăннă. 
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене 2024 çулăн ноябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче палăртма йышăннă. «Памяти героев верны!» Пӗтӗм Раççейри конкурсра çӗнтернисене декабрь уйăхӗнче чыслаççӗ.

Конкурс йӗркипе паллашас тата положенипе заявка формисене кăларса илес тесен проектăн официаллă сайтне кӗмелле. — memoryfondzo. ru.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев