СВОна хутшăннисем валли «Народный контроль» сервисăн çӗнӗ категорийӗ ӗçлеме пуçларӗ
Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисенчен ыйтусем çав тери нумай килнине кура «Народный контроль» сервисра (Тутарстан территорийӗнче 12 çул ӗçлет) вӗсемпе ӗçлеме çӗнӗ категори хушма йышăннă. Апрелӗн 1-мӗшӗнчен хута кайнă вăл. Асăннă категорири граждансенчен халех 68 ыйту килнӗ те ӗнтӗ. Вӗсене ытларах тӳлев, çар служби иртес йӗрке, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисемпе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантараççӗ. Кун çинчен «Народный контроль» модераторӗ Сария Сабурская «Татар-информ» агентствăра апрелӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.