Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СВОн кашни ветеранӗн сывлăхне тӗрӗслӗç

СВОра пулнă, çартан кайнă кашни ветерана, сывлăх шайне пăхмасăр, çитес вăхăтра республикăра анлă диспансеризаци ирттерессине йӗркелесе ярасшăн.

«Народный контрольти» сервисăн апрелӗн 1-мӗшӗнче хута кайнă çӗнӗ катрегорин  «СВО ветеранӗсемпе пуç хунисен çемйисене социаллă пулăшу парасси» ыйтăвăн модераторӗ «Защита Отечества» Фондăн Тутарстанри уйрăмӗ. Ертӳçи Гузель Удачина сăмахӗсемпе, вӗсен тӗллевӗ çак категорири граждансене мӗнле-мӗнле патшалăх пулăшăвӗсем пуррине ăнлантарасси, ку е вăл ыйтупа йывăрлăхсем пулсан пулăшасси, çар операцӗнче пулнă çынсене мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшасси.

 Тӗпрен илсен, фондăн ӗçӗпе тӳрремӗнех çыхăннă вăл. «Пирӗншӗн çын СВОна мӗнле статуспа хутшăнни пӗлтерӗшлӗ мар, вӗсем пурте хамăрăн», — терӗ Гузель Удачина хăйсен хӳттинчи çынсем пирки. Хальхи вăхăтра республикăри 31 районта фондăн 60 социаллă координаторӗ ӗçлет. Урăхла каласан, республикăри пӗр ветеранпа пуç хунисен çемйине те тимлӗхсӗр хăвармаççӗ. Вӗсем патне пулăшу ыйтса эрнесерен вăтамран 200 çын килет, тепӗр 500-шӗ «ВКонтактери», «Телеграм-каналти», «Одноклассники» социаллă сетьсенчи страницисенче çыраççӗ. Халӗ акă «Народный контроль» урлă та çыхăнма пултараççӗ. 

Пӗтӗмпе чи кирлӗ 10 направленипе ӗçлет фонд: СВОра сусăрланнă салтаксен пурăнмалли çурт-йӗрне тухса çӳреме, пурăнма меллӗ тăвасси (пӗрремӗш хваттерсем хатӗрпе пӗрех), реабилитаци иртмелли техника хатӗрӗсемпе тивӗçтересси, психологипе терапи пулăшăвӗсемпе, санаторипе курорт сиплевӗпе, тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗпе тивӗçтересси, ӗçе вырнаçма, пӗлӳ илме, çухалнă документсене çӗнӗрен тума пулăшасси тата ытти те. 

Çитес вăхăтра тепӗр пысăк ӗçе — СВОра пулнă, çартан кайнă кашни ветерана, сывлăх шайне пăхмасăр, анлă диспансеризаци ирттерессине — йӗркелесе ярасшăн. Сывлăх сыхлавӗн икӗ организацийӗ пурнăçлӗ çакна. Анчах хут ӗçӗсем хальлӗхе вӗçленменнипе Гузель Удачине организацин ячӗсене каярах пӗлтерме шантарчӗ .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество