Сувар

Музейӗ пур, хăмли çук

23 çул каялла октябрӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта сăра музейне хăтланă.

Наци ӗçми шутланакан сăра музейне ЧР Президенчӗн Н.Федоровăн пуçарăвӗпе 1997 çулта йӗркеленӗ. Октябрӗн 4-мӗшӗнче «Раççей хăмли тата сăри» Пӗтӗм Раççей ярмăркки вăхăтăнче пуçласа хăтланă. Аса илтеретпӗр, музей Шупашкарти залив хӗрринче Ефрем купца бульварӗ, 6-мӗш çуртра вырнаçнă. Унта сăра вӗретес ăсталăх историйӗпе паллашнисӗр пуçне, ӗçмене тутанса та пăхма пулать.

Сăра наци ӗçми пулнипе пурте килӗшетпӗр, ăна темиçе çул каяллахи пек ялсенче кашни килтех мар пулсан та, вӗретеççӗ-ха, тем тӗрлӗ рецепчӗ те манăçман. Эппин, музейӗ мӗншӗн пулмалла мар? Анчах вăт тӗлӗнтермӗш: Чăваш Енре халӗ сăра музейӗ пур, хăмли вара çук. Тӗрӗсрех каласан, ӳсет-ха хăмла кунта, «ЧувашХмельПром» УАО çуллен ӳстерет, тирпейлет, анчах кӗрлемест чăваш хăмли.

Совет самани вăхăтӗнче Чăваш Республикинче кашни колхозрах ретӗн-ретӗн ларакан шертесем çинче яваланса хăмла ӳсетчӗ. Ăна сăра вӗретме кăна мар, çăкăр пӗçерме, фармацевтика (чӗре, пӳре тата ытти органсен чирӗсенчен эмел тума) тата косметика (шампунь, крем, духи)  промышленноçӗнче те усă кураççӗ. Анчах каллех тӗлӗнтермӗш: «ЧувашХмельПром» УАО продукцийӗ ют çӗршыврисенчен йӳнӗрех пулсан та, фармацевтика промышленноçӗ эмел тума унăн продукцине мар, конкурентсенне (АПШ, Германи, Чехи) туянать. Нивушлӗ чăвашсем хăмла ӳстерме пӗлмеççӗ?

Темиçе çул каялла Хусанта «Красный Восток» сăра заводӗнче экскурсипе пулсан пире Раççей хăмлин пахалăхӗ япăх тесе ӗнентерчӗç. Тӗрӗсех-ши ку? Ман шутпа, апла мар, асатте-асаннесен хăмла сăри япăх пулман вӗт. Халӗ те «Букет Чувашии» продукцине мухтакансем нумай. Апла сăлтавӗ кунта мар пек. Ӗмӗртен хăмла ӳстернӗ регион хăмла ăстин ятне каялла тавăрӗ-ши? Халӗ вара чăваш хăмлипе сăрин ӗмӗрхи мухтавне Шупашкарти сăра музейӗ кăна упрани сисӗнет-ха.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: