Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрь те ăшă пулать

Миçе карчăк ăшши вара кăçал?

ТР Гидрометцентрӗн прогнозӗ тăрăх, октябрь уйăхӗнче çанталăк нормăран 3-4 градус ăшăрах пулмалла. Республика антициклона лексен уйăх пуçламăшӗнче карчăк ăшшин виççӗмӗш хумӗ çитессине Хусанти патшалăх университечӗн пресс-служби те пӗлтерет. Сăмах май, карчăк ăшшин иккӗмӗш хумӗ республикăра иртнӗ канмалли кунсенче хуçаланчӗ. Çитес вăхăтра çурçӗр-хӗвеланăçран килнӗ циклона пула çитес вăхăтра республикăра талăкне пӗр уйăхăн чӗрӗк норми (9-10 миллиметр) чухлӗ çумăр çумалла. Кун хыççăн Тутарстанра çанталăк кăшт сивӗтет, кăнтăрла 10 градусран иртмест. Раççей Гидрометцентрне шанас пулсан, октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне çӗрле пурӗ те 1 градус кăна ăшă пулать. ( М. Захаров сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода