Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Парăм кӗтменлӗх ан пултăр

Нумай чухне çынсем хăйсен парăмӗсем çинчен пӗлмеççӗ те. Ют çӗршыва кайнă чух аэропортра тытса чарсан вара ку пысăк кӗтменлӗх пулса тăрать.

Суд приставӗсем патне халӗ Суд приставӗсен федераллă службин Тутарстан Республикинчи управленийӗн официаллă сайтӗнче çырăнма пулать. Малтан кун пек услуга пулман. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР тӗп суд приставӗн çумӗ Елена Варфоломеева пӗлтерчӗ. Ку меллӗ, паллах. Мӗншӗн тесен суд приставӗсем патне нихăçан та шăнкăравласа илме çук.

Аса илтеретпӗр, суд приставӗсем çынсене кашни ытларикунпа кӗçнерникун йышăнаççӗ. Енчен те ыйту çийӗнчех татса памалли пулсан, ун валли дежурный сотрудник пур. Спикер палăртнă тăрăх, кун пек ыйтусен шутне укçа-тенкӗ çине хунă ареста илесси, тупăшран тытса юлакан пайăн шайне чакарасси, куçман пурлăха регистрацилеме чăрмантаракан чарăва илесси тата алимент парăмне шутласа парасси кӗреççӗ.

Республикăра пурăнакансем хăйсене интереслентерекен информацие 8(843)514-92-21 хӗрӳ линипе шăнкăравласа пӗлме пултараççӗ. Специалистсем ирхине 9.00 сехетрен пуçласа каçхине 18.00 сехетчен ӗçлеççӗ.

Елена Варфоломеева пӗлтернӗ тăрăх, çынсем ытларах банк карттине  арестленӗ сăлтавпа шăнкăравлаççӗ.

Мӗнлерех çырăнмалла-ха суд приставӗ патне?

  1. Чи малтан ФССП Тутарстанри управленийӗн r16.fssp.gov.ru сайтне кӗмелле.
  2. Сайтăн тӗп страницинче «Запись на прием» тени çине пусмалла.
  3. Ун йӗркипе паллашнă хыççăн «Авторизация по ЕСИА» тенине суйлăр. (Ун валли Gosuslugi.ru  сайтра регистрациленни кирлӗ).
  4. Приема çырăнассин электрон формине тултармалла та «Записаться на прием» тенине пусмалла. Унта хăвăра меллӗ кунпа вăхăта суйламалла. Енчен те хăвăр суйламасан система хăйех пушă вăхăта тупса парать. Унтан сирӗн электрон адрес çине çырăннине çирӗплетекен талон килет. Приема паспортпа тата талонпа килмелле.

Халӗ коронавирус лару-тăрăвӗ пулнине те манмалла мар. Çавăнпа харпăр гигиена япалисем çумра пулмалла. Урăхла каласан, маска тăхăнма ан манăр.

Тӗп суд приставӗн çумӗ кашнине вăхăтран-вăхăта  ФССП сайтне кӗрсе парăм пуррипе çуккине тӗрӗслме сӗнчӗ. Нумай чухне çынсем хăйсен парăмӗсем çинчен пӗлмеççӗ те. Ют çӗршыва кайнă чух аэропортра тытса чарсан вара ку пысăк кӗтменлӗх пулса тăрать. Ытларах чухне çул-йӗр правилисене пăхăнманнипе автомобиль штрафӗсем тата алимент тӳлевӗсем пуçтарăнса каяççӗ. Парăма онлайн режимрах тӳлеме пулать. Банкра тӳлекенсен квитанцие пичетлесе илме май пур.

Юлашки кăтартусем тăрăх, 2020 çулăн 7 уйăхӗнче 440 пине яхăн çын хăйӗн парăм пуррине пӗлнӗ. Ку çулта Управлени сайтӗнчен квитанцисене пичетлесе кăларасси икӗ хут ӳснӗ.

Р.Гали сăнӳкерчӗкӗ.    

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество