Тутарстанăн 30 районӗнчи 217 предприниматель «Пӗл пирӗннисене» конкурса хăйӗн брендне тăратма хатӗрленет. Кун çинчен ТР Экономика министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурс пӗтӗмпе 5 направленипе («Продукты и питание», «Потребительские товары», «Креатив», «ИТ», «Высокие технологии») тата ятарлă икӗ номинаципе («Инклюзия», «Самая смелая идея») иртет. Заявкăсене январӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Конкурсра çӗнтернисене маркетплейссене тухма, вӗрентӳ программисене хутшăнма, бизнес-экспертсемпе тӗл пулма, бизнес-пӗрлешӳсене кӗме, пысăк мероприятисене тӳлевсӗр хутшăнма, грант пулăшăвне илме пулăшаççӗ.
Конкурса РФ Президенчӗн хушăвӗпе Стратегилле пуçарусен агентстви «Росконгресс» фондпа пӗрле «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» наци проекчӗн хӳттипе йӗркелет.
Нет комментариев