Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПОЛИЦИ КАÇАРНĂ, ПРОКУРАТУРА – ÇУК

Тутарстанра 57-ри арçын кӳршин йыттине пăшалпа персе вӗлерсен те, полици ăна айăплă тесе шутламан.

Тутарстанра çак кунсенче 57-ри арçынна кӳршӗ йыттине персе вӗлернӗшӗн суд 200 сехет ӗçлеттерме тата пăшалне туртса илме приговор йышăннă. Кун çинчен ТР Прокурорӗн пулăшуçи Руслан Галиев «Татар-информ» ИАна пӗлтернӗ. Ку ӗç пӗлтӗр мартăн 15-мӗшӗнче пулнă иккен. Дачăра пурăнакан 57-ри арçын кӳршин йыттине темиçе хутчен те пенӗ. Таракан янавара кану бази патӗнче хăваласа çитсе тата темиçе хут пенӗ вăл. Йытă виллине вара юр кӗрчӗсем çине пăрахнă.

Чӗрчун хуçин сăмахӗсем тăрăх, кӳршине йытă ун çурчӗ патӗнче тула кайни килӗшмен иккен, çавăнпа вӗлернӗ. Юнлă тавăру çинчен полици пӗлмен мар-ха, хуçи тӗрӗслӗх шыраса тӳрех кайнă, анчах пурпӗр уголовнăй ӗç пуçарас темен. Мӗнпе сăлтавланă йӗрке хуралӗ çакна – паллă мар. Телее, хайхи арçыннăн ирсӗр хăтланăвне прокуратура тимлӗхсӗр хăварман, вăл РФ Уголовнăй кодексӗн «Чӗрчунсемпе хаяр пулни» статьяпа айăплине палăртнă. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия