Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççей Чăваш пики – 2022»: тӗп титула жюри урăх региона парас темерӗ пулас

«Раççей Чăваш пики – 2022» сумлă титулшăн кăçал 21 хӗр тупăшрӗ. Вӗсем Чăваш Республикин районӗсенчен, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчен, Ульяновск, Тюмень, Пенза облаçӗсенчен тата Санкт-Петербург хулинчен пулчӗç. Кăçалхи конкурс Чăваш наци конгресӗн 30-çуллăхне халалланă юбилейлă мероприятисен программине кӗчӗ, вăл декабрӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Президент бульварӗнче вырнаçнă Чăваш патшалăх филармонийӗнче иртрӗ.

Конкурса хутшăннă пикесен сăн-питпе, кӗлеткепе çеç мар,  хăйсене тытма, чăвашла калаçма пӗлнипе те хитре пулмалла, чăваш культурипе йăлисене лайăх пӗлмелле, наци апатне пӗçересси таранах. 

«Раççей Чăваш пики» конкурс шайӗ ӳсни сисӗнет. ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев кăçал хатӗрленӳ ӗçӗсене йăлтах çамрăксене шанса панине пӗлтерчӗ. Улшăнусем пур, унчченхи конкурссем пит  вăрăма тăсăлса каятчӗç. Кăçал çавна шута илсе программăна кăштах улăштарнă. Наци апачӗпе конкурсанткăсем филармонин фойинче паллаштарчӗç. Жюри сӗтелрен сӗтел патне çитсе хӗрсен пӗçерес, апата хăтлас пултарулăхне хакларӗ. Мӗн кăна пӗçерсе тултарман! Сӗтелсем чăваш апачӗпе йăтăнса тăчӗç. Çӗпрел пики Алия Карусева 7 тӗрлӗ апат-çимӗç хатӗрлесе килнӗ. 

Çак тӗрӗслев хыççăн хӗрсем сцена çине тухрӗç. Конкурса Чăваш наци телерадиокомпанин редакторӗпе Ирина Лампасовăпа телерадиоертӳçӗ Алексей Александров ертсе пычӗç. Вӗсене пăхса ларма питӗ кăмăллă пулчӗ. 

Кăçал конкурсанткăсен хушшинче пултаруллисем питӗ нумайччӗ. Пикесем хăйсемпе паллаштарчӗç, творчествăлла пултарулăха кăтартрӗç тата интеллектуаллă конкурсра тупăшрӗç. Уйрăмах Анастасия Сидорова (Елчӗк районӗ), Полина Шигирданова (Ульяновск облаçӗ), Татьяна Прокопьева (Комсомольски районӗ), Наталия Гордеева (Йӗпреç районӗ), Кристина Боброва (Шупашкар хули) асра юлчӗç. Хăшӗ юрласа, хăшӗ ташласа тата сăвă каласа палăрчӗç.   

Тутарстанран харăсах икӗ конкурсантка хутшăнчӗ: Алия Карусева Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк хӗрӗ, Виолетта Николаева Пăва районӗнчи Кипеккассинчен. Иккӗшӗ те пултаруллă, чипер, илем конкурсӗсене хутшăнас енӗпе те опытлăскерсем. «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем пулса республика шайӗнчине хутшăннă. Алия Карусева «Тутарстан Чăваш пики – 2021» ята тивӗçрӗ, Виолетта та тӗп номинанткăсенчен пӗри пулчӗ. Алия Карусева ташлас ăсталăхпа паллаштарчӗ, ăна пулăшакансем Çӗпрел район центрӗнчи Культура çурчӗн пултарулăх ушкăнӗ пулчӗ. Виолетта куракансене юрласа савăнтарчӗ.  

Хальхинче те пирӗн хӗрсем тăван республикăн ятне чыслăн хӳтӗлерӗç. «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина çулран-çул хатӗрленӳ шайне ӳстерсе пыни лайăх курăнать, çирӗп ыйтать вăл хӗрсенчен, çын çинче хăйсене сăпайлă та чыслă тытма, сапăр та вашават пулма вӗрентет.  

Хӗрсем кăна мар, тăван республикăмăртан пынă куракансем те Тутарстан команди вăйлă пулнине тепӗр хут çирӗплетрӗç. Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров хăй конкурса килни мӗне тăрать. Тен, Чăваш Республикин, ытти регионсенчи районсен пуçлăхӗсем те килнӗччӗ пулӗ, ăна пӗлместӗп. Çӗпрелӗнчен районти культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Зульфат Сагдиев ӗçтешӗсемпе пӗрле хатӗрленӳ тапхăрнех пит хастар хутшăнчӗ, чунтан пăшăрханни сисӗнчӗ. Харпăр предприниматель, ЧНКА хастарӗ Вера Юнусова та Тутарстана сцена çинчен тивӗçлӗ кăтартрӗ. Конкурса хутшăннă кашни пикене алă сехечӗ парнелерӗ, «БлагоДарю» ыркăмăллăх фончӗн директорӗн Рузиля Якупован парнисене те çитерчӗ, вӗсем Тюменьпе Пенза хӗрӗсене пулчӗç. Хăй енчен Вера Юнусова Пăва хӗрне Виолеттăна парне турӗ. «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ Николай Угаслов «Вице Раççей Чăваш пики» ята тивӗçнӗ Алияна «Чувашия» санаторире 10 кунлăха канма путевка парнелерӗ.  Конкурсанткăсене парне айне турӗ кăçал Тутарстан. Урăхла пулаймасть те. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ятӗнчен пикесене хитре чечек çыххисем парнелерӗç. Чăваш Ен Хӗрарăмсен союзӗ, унăн ертӳçи Наталья Николаева ятӗнчен конкурсанткăсене пылак çимӗçпе – тортпа сăйларӗç. Хăй килейменччӗ, парнене унăн çумӗ Нина Глотова çитерчӗ. Чăваш наци конгресӗ те парнесӗр хăвармарӗ, пикесене хаклă парнесемпе, дипломсемпе чысларӗ. Çакăн пек вăйлă тӗрев пани, паллах, пирӗн хӗрсене питӗ пулăшрӗ. Алия Карусева «Вице Раççей Чăваш пики» ята çӗнсе илчӗ. Пурӗ те 1 балл уйăрса тăчӗ ăна «Раççей Чăваш пики – 2022» титула йышăннă Анастасия Поркинаран. Тӗрӗссипе, Алия Карусева пӗрремӗш вырăна тивӗçлӗччӗ, конкурс тӗрӗслевӗсенче вăл пӗрре те такăнмасăр  хăйне пур енчен те илемлӗ кăтартрӗ, сăн-пичӗпе те илӗртӳллӗрех. Анчах жюри тӗп титула урăх региона парас темерӗ пулӗ. Тӗрӗссипе, малтанласа «Чăваш Республикин пики» конкурса ирттерни кирлӗ, çӗнтерӳçӗ вара «Раççей Чăваш пики» конкурса хутшăнать, капла пурин те çӗнтерме пӗр пек шанăç пулать. Паллах, ку ӗнтӗ «Чăваш Республикин пики» уйрăм конкурс çуккипе пулса пырать. Кашни район хăй пикишӗн пăшăрханчӗ, те çавăнпа пӗтӗмлетӳсене палăртнă хыççăн «Раççей Чăваш пики – 2022» пулса тăнă Муркаш хӗрӗпе савăнăçа пӗрле пайлакан 3-4 çын кăначчӗ. Тутарстансем Алия Карусевăна саламланине вара залра Алексей Московский юрланине итлекенсем те алăкран туха-туха пăхрӗç. Çакна хамăрăн хӗре палăртас тесе ӳстерсе çырмастăп. Чăваш Республикин уйрăм конкурс пулмаллине çирӗплетсе çеç. Ун чух чăвашенсем хăйсен финалисткине пӗр команда пулса Раççей шайӗнчи илем конкурсӗнче тӗрев парӗччӗç.   

Сăмах май, конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене «Пӗрлӗхре – Çӗнтерӳ» ыркăмăллăх концерчӗ умӗн турӗç. Чыслав церемонине ЧР Пуçлăхӗн Администрацийӗн ертӳçин çумӗ Владимир Степанов хутшăнчӗ, вăлах ЧР Пуçлăхӗн Олег Николаевăн саламне çитерчӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан, «Раççей Чăваш пики» конкурс лайăх шайра иртрӗ, йӗркелекенсем тав сăмахне тивӗç, конкурсанткăсене аван хатӗрленӗ, Чăваш патшалăх филармони площадки те тивӗçлӗ.  Çӳлерех асăннă сӗнӳсене шута илсен конкурс тата çӳллӗрех шая çӗкленмелле.

Сăнӳкерчӗксем  ЧНК «ВКонтактери» страницинчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс