Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАМИНА ПРОНИНА ТУТАРСТАНĂН ЧИ ХИТРЕ ХӖРӖ!

Шучӗпе 25-мӗш юбилейлă конкурс калăпăшӗпе, тытăмӗпе, формачӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ

Иртнӗ эрне вӗçӗнче, январӗн 27-мӗшӗнче, Тутарстанăн чи хитре хӗрӗн ячӗ паллă пулчӗ. Çак кун «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Мисс Татарстан 2023» республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Шучӗпе 

25-мӗш юбилейлă конкурс калăпăшӗпе, тытăмӗпе, формачӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Çӗнтерӳçӗсене миллионсемпе ылтăн айне турӗç тени пӗрре те ӳстерсе калани мар. Пилӗк сехете пынă мероприяти пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. 

Юбилейлă конкурса Тутарстанран çеç мар, Раççейӗн 11 регионӗнчен тепӗр 20 пике хутшăнчӗ, 30-шӗ Тутарстанăн хулисемпе районӗсенчен. Сюрпризсем нумайччӗ кунхинче. Конкурса продюсер, шоумен Михаил Волконадскийпе пӗрле Раççейӗн паллă юрăçӗ, театр артисчӗ, телеертӳçӗ, шоумен Вячеслав Макаров ертсе пычӗç, вӗсене итлеме хăйне пӗр интерес. Конкурсанткăсем сцена çине черетлӗ хут тухма хатӗрленнӗ хушăра куракансене паллă рэп-дуэт HammAli & Navai (Александр Громовпа (Алиев) Наваи Бакиров, иккӗшӗ те азербайджанецсем. – Авт.), тӗнчипе паллă этника юрăçи, композитор тата поэт Gurude (Руслан Ивакин) юрласа савăнтарчӗç. Руслан Ивакин  творчестви уйрăмах тыткăнларӗ. Ун музыка композицийӗнче Çӗпӗр тăрăхӗн юрпа витӗннӗ вӗçсӗр-хӗрсӗр илемне, тайга сывлăшне, чӗрчунсемпе кайăк-кӗшӗк сассине куратăн, илтетӗн. Асамлă, вăйлă, хăватлă. HammAli & Navai рэп-дуэтăн юррисем те чуна пырса тивеççӗ, шухăшлаттараççӗ, хита çаврăннă юрăсене шăрантарма тытăнсан залра ларакансенчен нумайăшӗ ташларӗ те.

Конкурсра Раççейӗпе чап çӗнсе илнӗ ятлă çынсем татах та пурччӗ:  тӗнчипе паллă Раççейӗн модельер-дизайнерӗ Ирина Крутикова, пултаруллă дизайнер Екатерина Тонюшкина. Ирина Владимировнан мамăк тиртен çӗленӗ кӗрӗксен коллекцийӗ тӗнчипех паллă. Пакша тирӗнчен çӗленӗ «Жар-птица» кӗрӗк хăй вăхăтӗнче мода индустрийӗнче чăн-чăн фурор тунă. Халӗ хусансен те курса тӗлӗнме май пулчӗ. Легендарлă дизайнер хăй килни мӗне тăрать! Халăх нумайччен тăвăллăн алă çупса тав турӗ маэстрона. 

Екатерина Тонюшкина «Мисс Татарстан» обществăлла организацин тахçанхи тусӗ. Конкурсанткăсен сцена сăнарне вăл пӗрремӗш çул кăна хатӗрлемест. Юбилейлă конкурса уйрăмах çине тăрса хатӗрленни палăрчӗ. Пикесем Ангелсене аса илтерчӗç. Вӗлтӗркке те черчен ылтăн йăрăмлă сенкер-кăвак-çутă кӗренрех пурçăн кӗпесем, пуç кăшăлӗсем хӗрсен тасалăхне, тирпейлӗхне, сăпайлăхне уçса пачӗç. Кашни номинациех пикесем Екатерина Тонюшкинан кӗписемпе тухрӗç. 

Юбилейлă конкурсăн дресс-кодне ылтăнпа çыхăнтарнă. Сценăна, тӗрлӗ атрибутикăна кăна мар, зала та ылтăн çутăпа капăрлатнăччӗ. Юмахри пекчӗ. 

Юбилейлă мероприяти ытти çулсенчи конкурссен  çӗнтерӳçисем сцена çине тухнипе пуçланчӗ. Вӗсем хыççăн тин финалисткăсем хăйсемпе паллаштарчӗç. «Çирӗм çул каялла çӗнтернӗ хӗрсене конкурса хутшăнтарас пулсан вӗсем паянхи финалисткăсемшӗн çивӗч конкуренткăсем пулӗччӗç», – терӗ жюри пайташӗ, РФ Патшалăх Думин экс-депутачӗ Марат Бариев. Сăмах май, 25 çул каялла шăпах вăл Изольда Сахаровăпа пӗрле çак конкурса пуçарса яракансенчен пӗри пулнă.

Конкурсанткăсем сцена çине пурӗ виçӗ хутчен тухрӗç. Пӗрремӗш хутӗнче хăйсемпе паллаштарчӗç, иккӗмӗш хутӗнче купальникпе тухрӗç. Çак тӗрӗслев хыççăн топ-10 хӗре суйласа илчӗç. Çавсен шутӗнче Екатерина Морозова (Хусан), Дарья Федорова (Дон-çи-Ростов), Полина Иванова (Энгельс), Рамина Пронина (Хусан), Анастасия Пугачева (Хусан), Радэля Ахметшина (Элмет), Анастасия Климова (Тамбов), Резеда Хакимуллина (Заинск), Анастасия Босовяк (Амур-çи-Комсомольск), Эвелина Беляева (Çырчалли) пулчӗç.  Виççӗмӗш хутӗнче хӗрсем каçхи кӗпесемпе тухрӗç, анчах вунă суперфиналистка кăна «Атьăр калаçар» конкурса хутшăнма пултарчӗ. Волконадскийпе Макаров хӗрсене ыйтусем парса самаях хумхантарчӗç пулин те кашни тӗрӗслеврен чыслă тухрӗ. Кăçал конкуренци питӗ çивӗч пулчӗ. Финалисткăсен шучӗ самай нумайрах пулин те çӗнтерӳçӗсен шучӗ улшăнман. Телее, конкурс йӗркипе «Мисс Татарстанăн» партнерӗсем  хăйсене килӗшнӗ пикесене ытти хӗрсен шутӗнчен те суйлама пултараççӗ. Суперфинала лекеймен 40 пикерен нумайăшӗ номинаци çӗнтерӳçисем пулса хаклă парнесене тивӗçрӗç. Тӗп партнер «Уралхим», сăмахран, 5 конкурсанткăна суйласа илчӗ. Лилия Галенко (Симферополь), Гульфия Гилазова (Хусан), Алина Плахотнюк (Керчь), Полина Иванова (Энгельс), Эльвина Максимова (Хусан) партнертан 100-шер пин тенкӗпе айфон илме тивӗçрӗç. 

«Твой фасон» тумтир бренчӗн парнине Кристина Давыдановăпа (Хусан), Ольга Пыну (Тольятти), «Шурум-бурум» информаципе кану порталӗн парнине Ксения Коломыцына тивӗçрӗç. 

Анастасия Климова «Мисс фото», Милана Семенова (Хусан) «Мисс фитнес» номинаци çӗнтерӳçисем пулчӗç. 

Жюрие тӗп номинантсене палăртма çăмăл пулмарӗ, паллах. Жюри йышӗ пысăк та сумлăччӗ, вӗсен шутӗнче власть органӗсен, бизнес представителӗсем, культура ӗçченӗсем пулчӗç. Хăш-пӗрне асăнса хăварар: Татьяна Ларионова, Римма Ратникова, Ирина Волынец, Раиля Гарипова, Рустем Абязов тата ыттисем. Çапах пӗр саслă пулса вӗсем çапла пӗтӗмлетӳсем турӗç. 

«Мисс Татарстан 2023» тӗп титула Рамина Пронина тивӗçрӗ. Коронăна Татьяна Ларионова тăхăнтартрӗ: «Тӗлӗнсе каймалла илем конкурсӗнче пултăмăр паян. Кашни хăйне чи лайăх енчен кăтартрӗ, пурте креативлă, мӗн чухлӗ ӗмӗт, ăс-тăн, эпир чи лайăх республикăра пурăнатпăр!» – хӗрсене мухтарӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ. Екатерина Морозова «Мисс Казань», Дарья Федорова «Бьюти-фест», Анастасия Пугачева «I Вице-мисс», Радэля Ахметшина «II Вице-мисс» тӗп номинацисен çӗнтерӳçисем пулчӗç. Кашнине юбилейлă конкурс ячӗпе пӗрер миллион тенкӗ укçан тата ювелир капăрлăхӗсем парнелерӗç. 

«Пирӗн конкурс чӗрӗк ӗмӗр урлă каçрӗ. Эпир малалла талпăнма хатӗр», – терӗ конкурса пӗтӗмлетсе «Мисс Татарстан» обществăлла организацин ертӳçи Изольда Сахарова. 

 

«Тутарстан Чăваш пики» çинчен

Çак кунах Хусанти Туслăх Çуртӗнче Чăваш наципе культура автономийӗн ларăвӗ иртрӗ. Унта 2023 çула палăртнă ӗçсене сӳтсе яврӗç. «Тутарстан Чăваш пики» конкурса та аса илчӗç. Шел те, Ӗçтăвком пайташӗсенчен конкурса хирӗç калакансем те пулчӗç, ятарлă çар операцийӗ вăхăтӗнче ирттермесен те юрать терӗç, теприсем мӗншӗн ăна çулталăкне икӗ хут ирттермелле тесе ыйту лартрӗç. Кунта ӗнтӗ республика Уявӗнче «Уяв пики» пулнине шута илчӗç. Çав вăхăтрах «Выля, хут купăс!» конкурса иккӗ ирттерме ыйтрӗç. 

Календарь планне кӗртнӗ кашни мероприяти кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ, вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса хирӗçлемелле мар. Чăваш культурин кирлӗлӗхне çука хăвармалла мар. Раççей çыравӗ те хамăрăн культурăна упрамаллине кăтартса пачӗ. Эпир 400 пине яхăн çынна çухатрăмăр. Халӗ эпир миллион ытларах, статистикăна шута илсен тепӗр 10 çултан çур миллионран кăшт çеç ытларах юлăпăр-ши? 

Çамрăксене фольклор мероприятийӗсемпе тыткăнлама çук, темле тăрăшсан та. Вӗсенче чăвашлăх туйăмӗ тӗвӗлентӗр тесен çӗнӗлле ӗçлемелле. «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн çамрăксене тăван культурăпа, йăла-йӗркепе илӗртме вăйӗ пур. «Мисс Татарстан» конкурса мӗнлерех пысăк тӗрев панине курса тăнă чух хамăрăн «Тутарстан Чăваш пикине» ура хурас тени ытла та пăшăрхантарать. 

Сăмах май, чăвашсен илем конкурсне пуçарнă чух Изольда Сахарова ЧНКАна нумай пулăшрӗ. Сильвия Чаркина çав çулран пуçласа конкурса чи çӳллӗ шая çитерме пултарчӗ. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Р.Гали сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев