Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рим империйӗ аскӑнлӑха пула пӗтнӗ

Пуянлăхпа, аскăнлăхпа алхасса пурăннă, чун тасалăхне упрасси шухăшра та пулман

«Игнатий владыка, ырă кун. Мана тахçанах çак ыйту хумхантарать, çавăнпа ыйтас терӗм. Православи пире хирӗç ним ыйтмасăр çынна юратма вӗрентет. Калăпăр амăшӗ ачине юратнă пек. Пурнăç панă амăшӗ хăй пепкине хăйне манса юратать. Арçынпа хӗрарăм хушшинче кун пек юрату сахал. Çав вăхăтрах психологи: «Никам та никама та парăмлă мар. Атте-анне-и вăл, тус-юлташ-и – пурпӗрех. Чи малтан хăвна лайăх пултăр», – тесе вӗрентет. Паллах, иккӗмӗшӗ меллӗрех, ара, хисепсӗр хăтланăва çак каларăшпа тӳрре кăларма пулать-çке? Мӗн тумалла-ха чăн юратăва упрас тесен, ачасене православи хушнă пек ӳстерес тесен?

Ирина Г., Хусан​​​​​​

– Ирина, эсир паянхи кун чи çивӗч тăракан ыйтăва çӗклетӗр. Чăн та, юратусăр тӗнче арканать. Çавна пула çын обществи кăмăл-сипет енчен çӗрме пуçлать. Ак, Рим империнех илер. Мӗншӗн вăл арканнă-ха? Тулашри тăшмансен айăпӗпе мар. Вăл кăмăл-сипет хаклăхӗсене вырăна хуманнипе, ăна пӗтернипе (нравственность çинчен пырать сăмах) çӗр çинчен çухалнă. Рим империне ертсе пыракансем пуянлăхпа, аскăнлăхпа алхасса пурăннă, чун тасалăхне упрасси шухăшра та пулман. Ку вăл хупă çул.
Мӗнле вăл атте-анне умӗнче парăмлă мар тет? Вӗрентекен умӗнче тата, хамăра ырă тăвакан умӗнче? Манмалла-и вара вӗсене? Çук, ку питӗ тӗрӗс мар. «Ырă тунине çул çинче çырса хур», – тени пур. Çӗршыв умӗнче те эпир парăмлă. Ăна хӳтӗлесси пирӗн çветтуй парăм. Унсăрăн пирӗн халăхсем саланаççӗ. Тăшмансем çакăншăн тăрăшаççӗ те, вăрçă-харçă çуратасшăн вӗсем пирӗн халăхсен хушшинче.
Шел пулин те, çӗр çинчипе кăна пурăнакан этем кăшт урăхларах шутлать. Юратăва вăл ытларах сутăн илме тăрăшать. Вăл паянпа пурăнать, мула, пурлăха мала хурать. Ун пекки йывăрлăхсемпе тӗл пулсан тӳрех Турра айăплама пуçлать. Аван чухне вăл унсăрăнах пурăннă. Чирлесен те усалланса каять, ун пек чух нимле эмел те пулăшаймасть çынна. Турра шанакан, пӗр сăлтавсăрах юратакан çын ăс-тăн хаклăхсемпе пурăнать. Йывăрлăха та, чире те йышăнать. «Турă мана ăс кӗртме тӗрӗслев ячӗ, чир ярса хытах чирлесе кайма пултарасси çинчен, тен, асăрхаттарать. Тен, пысăкрах инкекрен упрать Вăл мана. Йывăрлăх ярса мана вăйлăрах тума тăрăшать?» – тесе пӗтӗмлетӳ тăвать. Ӗненекен çын никама та айăпламасть, пур сăлтава та вăл хăйӗнче шырать. «Йăнăшса пурăннă пуль, пӗлмесӗр, ăнланмасăр... Ку урок маншăн», – тет. Çакăнта вăл çăлăнăç курать.
Халӗ эпир ӗненӳ, апла пулсан юрату, чакса пынине куратпăр. Анчах ырă кăна усала çӗнтерӗ.​ Евангелире те кун пирки çырнă. Турă иккӗмӗш хут çӗр çине Аслă суд тума килес умӗн ӗненӳ чакса пыни çинчен çырни пур. Çӗр çинче аскăнлăх, ӗненменлӗх (безбожье) хуçаланӗ тенӗ çветтуй кӗнекере. «Çӗр çине тепре килсен пӗр ӗненекене те пулин курăп-ши?» – тенӗ Иисус Христос.
Çавăнпа юрату тӗп вырăнта пулмалла. Мӗншӗн тесен православи вăл – юрату, парăмсăр юрату.
«Заповедь новую даю вам, да любите друг друга; как Я возлюбил вас, так и вы да любите друг друга. По тому узнают все, что вы Мои ученики, если будете иметь любовь между собою» (Ин. 13: 34–35). «Сия есть заповедь Моя, да любите друг друга, как Я возлюбил вас. Нет больше той любви, как если кто положит душу свою за друзей своих» (Ин. 15: 12–13). Çакăн пек вӗрентнӗ Иисус Христос хăйӗн вӗренекенӗсене – Апостолсене.
Пирӗн те хамăрăн атте-аннене, вӗрентекенсене сума суса юратмалла. Усă е çăмăллăх шыраса кăна юратупа усă курмалла мар. Юратура çăлăнăç, вăл – пурнăç тыткăчӗ. Анăçран килекен вӗрентӳ пире юрăхлă мар. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.

Чистай тата Анат Кама
епископӗ Игнатий

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев