Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

САМАР «СУВАР» ВУЛАТЬ

Хальхи вăхăтра «Сувар» хаçата Крымра, Камчаткăра тата ют çӗршывсенче кăна çырăнса илме пулмасть, ытти çӗрте – кăмăлăр пур-тăк, тархасшăн. Раççей регионӗсем валли ятарлă çырăнтару индексӗ пур: П7093. Самарсем те телейлӗ вулакансен шутне кӗрессе шанатпăр.

Эпир Самара чăваш концерчӗ пулнă чухне пытăмăр. Киров ячӗллӗ Культура керменӗнче Чăваш халăх артисткине Людмила Семеновăна тата унпа пӗрле Шупашкартан килнӗ юрăçсене куракансем хапăлласах йышăнаççӗ. Концертсене кунта Александр Моисеев йӗркелет, ташă каçӗсене те вăлах пуçтарать. Питӗ пултаруллă çамрăк. Савăнтăмăр йăхташсемшӗн, культура вучахне чӗртекенсемшӗн.  

Декабрӗн 1-мӗшӗнче те шупашкарсен концертне курма халăх тулли зал пухăннăччӗ. Çынсем кăсăкланаççӗ тăван культурăпа. Халăх пурнăçне те çӳллӗрех шая çӗклесшӗн. Пирӗн хаçатпа та кăсăклансах паллашрӗç тăхтав вăхăтӗнче. Нумайăшӗшӗн кӗтменлӗх пулчӗ Хусанта «Сувар» хаçат тухни. Пирӗн республикăра çуралса халӗ Самарта пурăнакан ентешсем вара: «Эпир сире пӗлетпӗр», – тесе чи малтан пычӗç агитаци вырăнне. Çарăмсанран, Аксуран, Çырчаллинчен...

Паллах, чылайăшӗ хаçат ячӗ мӗне пӗлтернипе кăсăкланчӗç. Вуласшăн самарсем чăвашла, çырăнса илме кăмăл турӗç. Хальхи вăхăтра «Сувар» хаçата Крымра, Камчаткăра тата ют çӗршывсенче кăна çырăнса илме пулмасть, ытти çӗрте – кăмăлăр пур-тăк, тархасшăн. Раççей регионӗсем валли ятарлă çырăнтару индексӗ пур: П7093. Самарсем те телейлӗ вулакансен шутне кӗрессе шанатпăр. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России