Шелепи – çӗнӗ саманан янкăс юрăçи…
Çӗнӗ хыпарсем

Шелепи – çӗнӗ саманан янкăс юрăçи…

Çу уйăхӗн 14-мӗшӗнче паллă поэтăмăр, прозаик тата куçаруçă, пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗ, «Хисеп Палли» орден кавалерӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 145 çул çитрӗ.

Шелепи Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесне кӗрекен Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче (халӗ Аксу районне кӗрет) 1881 çулта çуралнă. Ашшӗ Иван Максимович, халăхра Ялак Макçăм Иванӗ, хăй тӗллӗн вӗреннӗ çын пулнă, çавăнпа ачине те вӗрентме ăнтăлнă вăл. 1891 çулта, вунă çул тултарсан, Микулая Кивӗ Мăкшелӗнче 1878 çулта уçăлнă вырăс-чăваш пӗр класлă земство шкулне янă. 

Хăй тӗллӗн ăс пухнă

Сăмах май каласан, ку шкулта кăшт маларах, С.Н.Тимрясов, И.Я.Яковлевпа пӗрле чăваш алфавитне тăвакансенчен пӗри, ӗçленӗ пулнă. 1890 çулхи çуркунне Сергей Николаевич кайсан, ун вырăнне тин çеç Чӗмпӗр чăваш шкулне вӗренсе пӗтернӗ Федор Дмитриевич Дмитриев килет. Çав асăрхать те ӗнтӗ Микулай вӗренме ăнтăлнине. Анчах та Иван Максимович Микулай ывăлне малалла вӗрентме хал çитереймест. «Ачам, – тет вăл ывăлӗ земство шкулне пӗтерсен. – Ăнланатăп, пӗлетӗп те, эсӗ малалла утас кăмăллă çын, анчах та паянхи кун чăвашсене пысăк шкулсене илмеççӗ, илсен те вӗрентнӗшӗн тӳлесе татаймăпăр». 

Микулай пуçне усмасть. Кăн­тăрла ашшӗне хуçалăхра пулăшать, каçсерен кӗнекесем вулама тытăнать. Ку ӗçре ăна Мереченри пӗр класлă земство пуçламăш училищинче ӗçлекен учитель, Микулайпа пӗр ӳсӗмри каччă, Çӗрпӳ уесӗнчи Нăрваш Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ Александр Кузьмич Кузьмин питӗ вăйлă пулăшать, вырăс классикӗсен литературине тупса парать: Некрасовпа Горький тата ытти ăстасен хайлавӗсене вулама сӗнет.

Унсăр пуçне тата Микулай ялти (Çӗнӗ Ӳселӗнче ун чух тутарсемпе чăвашсем пурăннă, халь тутарсем çеç. – Авт.) тутар каччисемпе те туслă пурăнать. 1904 çулта ялта мечӗт уçаççӗ, унăн çумӗнче тутар ачисем валли пӗрремӗш медресе ӗçлеме тытăнать. Ачасене вӗрентекенӗ Хусанти медресере ăс пухса килнӗ Сиразетдин Курамшин имам пулнă. Микулай ун патне хăнана çӳреме юратнă. Араб çырулăхне медресере вӗреннӗ пулмалла та ӗнтӗ пирӗн Микулай. Мӗншӗн тесен, вăл тутарсен Габдрахман Ильяси (1856 – 1895) «Бичара Кыз» хайлавне вуланă хыççăн  шухăша кайса: «Мӗншӗн-ха тутарсен те литература пур, пирӗн вара, чăвашсен, халиччен пӗр кӗнеке тухман!» – тесе пăшăрханни паллă. Тутарсем вара, революциччен хăйсен кӗнекисене араб çырулăхӗпе çеç пичетленӗ. Тутарла пӗлни тата араб çырулăхне алла илни Микулая малалла аталанма пулăшнă. Пӗр класлă шкул пӗтернӗскер вăл хăй тӗллӗн ăс пухнă. 

«Хыпара» çыру çырнă

1906 çулта чăвашсен пӗрремӗш хаçачӗ пичетленсе тухсан  чăвашлăхшăн çунаканскер чăтса тăрайман – «Хыпар» редакцине çыру çырнă. Ку çырăва паянччен ниçта пичетленине те курман, çавăнпа та туллин илсе кăтартас килет. Тата çак йӗркесенче пулас поэтăн чунӗ те палăрать. Унăн ӗмӗчӗпе кăмăлӗ чăваш халăхӗшӗн çунни, вăл хăйӗн ăсне-чунне пӗтӗмпех чăваш пуласлăхӗшӗн пама хатӗрри сисӗнет. Ачи-пăчине пăрахсах…

«Сирӗн пата Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесне кӗрекен Кăтăш вулăсӗнчи Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан хресчен Николай Иванович Полоруссов çырать. 

…Виç-тăватă çул каялла эпӗ хам та чăваш хаçачӗ епле кăларасси пирки шухăшлаттăм. Çак шухăш мана ирӗн те каçăн та канăç памастчӗ. Хăçан та пулин чăваш хаçатне алла илсе вуласса шанма та пăрахнăччӗ ӗнтӗ. Халӗ, акă, тинех манăн ӗмӗтӗм тулчӗ, тинех эпӗ тăван чӗлхепе хаçат вуласа чуна савăнтарма пултаратăп. Тинех хаçат йӗркисене вуламассерен ача-пăча евӗр савăнатăп.

Анчах та мана паян тата урăх шухăш канăç памасть: чуншăн çывăх, чăваш хаçатне кăларакан çынсемпе çумăн тăрса, чăвашлăх сывлăшӗпе сывлас килни. Кунран-кун çак шухăш манăн чунра хăватланса çеç пырать, канăç памасть. Хама хам йăпатни те усси çук. Чун чирӗ сирӗн патах туртать. Хама пуш хирте çӳрекен шывсăр типнӗ çын евӗрех туятăп. Çак ырă ӗçе хутшăнас, çак ырă ӗçӗн чури пулас килет.

Манăн икӗ ывăл, икӗ ылтăн пӗрчи пур: пӗри виçӗ çулта, теп­ри – çулталăк тултарчӗ. Тата ман тăхăр çулхи шăллăмпа вун виçӗ çулхи йăмăкăм, аллă çулхи аннем пур. Мăшăрăм 23 çулта, хам та 25 тултартăм. Килкартинче икӗ лаша, виçӗ ӗне. Эпӗ килтен кайсан вӗсем мансăр мӗнле пурăнӗç? Хуçалăха тата кил-çуртăма епле пăхӗç? Йăлт юшкăнса çеç кайӗ. Çавăншăн питӗ пăшăрханатăп тата. 

Шухăшăмпа эпӗ яланах чă­ваш хаçатне кăларакансемпе. ­Иисус Христос, Çӳлти хуçа, хăй вăхăтӗнче çакăн пек ăслă сăмахсем каланă: хăвăн ывăлу-хӗрне, аçу-аннӳпе килти чӗрчунусене пăрахса хăвар та чунунти ӗмӗтне пурнăçлама ман хыççăн ут тенӗ вăл. Çак шухăш мана Хусана çитсе çӗнӗ ӗçе кӳлӗнме хавхалантарса хистет те ӗнтӗ.

Ӗненӗр: эпӗ сирӗн чи парăннă чурăр пулма хатӗр. Чăвашсене çутта кăларасси енӗпе тăрăшакансем, Турра юрăхлă та ырă шухăшлă ӗçе кӳлӗннӗ çынсем, ман сăмахăмсем чӗререн тухнине ăнланасса тата хăйсен ретне ырă кăмăлпа мана йышăнасса шанатăп. Çӳлти Турă сире тăван халăхшăн тăрăшса унăн ятне çӗклеме хăй пилленӗ. Апла пулсан, эпӗ те сирӗн ретӗре тăма хавас. Енчен те мана хăвăр ушкăнăра илес тетӗр пулсан, Хусана хăçан çитмеллине пӗлтерме ыйтатăп. Çу уйăхӗн улттăмăшӗ».

«Хыпар» хаçат редакцийӗ епле хурав панине паянхи кун эпир пӗлейместпӗр. Тен, Н.В.Никольскин хурав çырма вăхăчӗ те пулман? Мӗншӗн тесен шăп та лăп çав вăхăталла эсерсен ушкăнне кӗрекен чăваш интеллигенцийӗ (Алюнов тата Мӗтри Юманпа Николаев-Хурисем) хаçата хăйсен аллине илме пикеннӗ. Çырнă пулсан та эпир паян ун пирки ăнкарма çеç пултаратпăр, мӗншӗн тесен çав çултан Николай Иванович хăй сăвăсем çыр­ма тытăнать. Революци витӗмӗ пулăшнă-ши ăна е чăваш хаçачӗ вăй кӳнӗ – калаймастпăр, анчах та çав çулсенче Николай Иванович «Çӗлен» тата «Тавлашу» сăвăсем хайласа «Хыпар» хаçат редакцине ярса панă. Хаçатăн 1907 çулхи ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче тухнă 12-мӗш номерӗнче «Çӗлен» сăввине «Тав» ятпа пичетленӗ. Кăшт каярах иккӗмӗш сăвви те пичетленсе тухнă. Çав кунран поэтăн кăмăлӗ уçăлать. Вăл хăй пӗччен маррине ăнланса илет. Тăван чăваш халăхӗн нуши-тертне ачаран чухласа пурăннăскер, ăна хăйӗн поэзийӗнче çутатса пама тăрăшать.

Çӗпӗре тарма лекнӗ

Анчах та тăшмансем, патша саманин тарçисем, çывăрмаççӗ-мӗн. Николай Полоруссов кӗçех хăй «хура списока» лекнине ăнланса илет. Пӗр каçхине ăна тытма Чистайран «Вырăс халăхӗн союзӗ» ушкăн «хастарӗсем» çитеççӗ. Çак союз çинчен ун чух таврара пӗлмен çын пулман, мӗншӗн тесен 1905 çулхи юпа уйă­хӗн 17-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ демонстрацие юн айне путаракан казаксемпе юнкерсен çумӗнче шăп та лăп вӗсем пулнă. Икӗ эрне хушши хулари еврейсемпе коммунистсене, пăлхава хутшăннă рабочисене тыта-тыта хӗнесе вӗлернӗ. Çавăнпа та «союз хастарӗсем» хăйӗнпе мӗн тăвассине Николай Иванович питӗ аван ăнланнă. Унăн ялтан тухса кайма тивет. 

Акă мӗн каласа парать вăл хăй çак лару-тăру пирки: «1905 çул, революцие ерсе, патша тарçисенчен Çӗпӗре тарса çех сывă юлтăм. 1907 çул, хамăр ялта Шур Хумук Павăлӗ (аслашшӗн пиччӗшӗ. – Авт.) патӗнче çӗрле малти хапхана питӗрсе революци çинчен ял-йышсене каласа панă чухне, урам енчен «Союз русского народа» пайташӗсем хупăрласа илсен, хыçалти хапхаран тухса тарса хăтăлтăм. Çав çулсенчех «Хыпар» хаçатра эпӗ çырнă «Тав» (Çӗлен) сăвва вуланă пулӗ».

Малтан Красноярскпа Ачинск хушшинчи чукун çул çинче, Красноярскран 90 çухрăмри Кемчуг ятлă станцинче ӗçленӗ. 1908 çулсенче ылтăн кăларакансем патӗнче тăрăшнă. 1910 çулта яла таврăнса Алтатти йăмăкне пӗрле илсе кайнă. 

Çӗпӗрте пурăннă чух унăн тата икӗ хӗр çуралнă: Урине (1909) тата  Люкса (1912). Люкса хӗрне çуратнă чух Мелания Степановна вилет. Ăна Кемерово облаçне кӗрекен Ленино-Кузнецк ра­йонӗнчи Кедровка ялӗнчех пытарнă пулмалла. Ун чух Шелепи Кедровка чăваш ялӗнче çӗр туянса çӗр ӗçӗпе пурăннă. Сăмах май, Люкса хӗрӗн шăпи паянхи кун та паллă мар. 

Кӗçӗн хӗрӗн шăпи паян кун та паллă мар...

1914 çулта, вăрçă пуçлансан, Шелепи çемйипе тăван яла таврăнать. Çула май Хусанта чарăнать. Н.В.Никольскийпе тӗл пулаççӗ вӗсем. Çапла вара Николай Васильевич пулăшнипе 1915 çулта Шелепин тӳрех икӗ кӗнеки – «Çарăмсанпа Хăнтăрçа» тата «Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани» ятлă сăвăлла халапӗсем кун çути курнă. Анчах та савăнмалли вырăнне Николай Ивановичшăн хурланмалли кунсем çитеççӗ. Пичетленсе тухнă кӗнекисене илме Хусана çитсен, Уринепе Люкса хӗрӗсене лав çине лартса хăварать те пичет çуртне кӗрет. Виçӗ çулхи Люкса шыв ӗçесшӗн пулать. Ултă çулхи Урине ашшӗне шыраса шала кӗрет. Тухнă çӗре лав пуш-пушах-мӗн. Ăçта тата кам илсе кайнă хӗрачана – паянхи кун та паллă мар. Шелепин вара пуçне усса килне таврăнмалли çеç юлать.

Хăйӗн ӗмӗрӗнче Н.И.Полоруссов-Ше­лепи пурӗ 20 ытла кӗнеке пичетлесе кăларнă. 

1915 – 1916 çулсенче Николай Иванович тăван ялӗнчи Çветтуй Гурий тăванлăхӗн пӗр класлă тутарпа чăваш шкулӗнче тăрăшнă. Николай Ивановича учителе лекме çăмăл пулман. Чиркӳ прихут шкулӗсен сăнавçи, пӗр чăваш пупӗ, миссионер Шелепие ӗненсех кайман. Вăл Шелепи шанчăклă çын иккенне пӗлес шухăшпа ялти «ятлă» çынсенчен ун пирки ыйтса, тӗпчесе пӗлнӗ, çакăн хыççăн тин учительте ӗçлеме тытăннă. Анчах пупсем, тиексем Полоруссов Турă кӗллисене начар пӗлнине, çавăнпа та унăн вӗренекен ачисем «Çӳлти Аттене» начар пăхăннине асăрхаççӗ те Николай Ивановича шанчăксăр тесе учительтен кăларса яраççӗ.    

Раççейре Пӗрремӗш тӗнче вăрçи пынă. 1916 çулта Н.И.Полоруссова вăрçа илсе кайнă. Анчах та чирне пула вăл каялла таврăннă. Çӗнӗ Ӳсел кантурӗнче тăрăшнă. Ял хӗрарăмӗсем валли çӗршер çыру çырать, вăрçă нушине çырса янă салтаксен çырăвӗсене мăшăрӗсене вуласа парать. Ку вăрçă тăван халăха нуша кăтартнине туять вăл.

Шупашкара тухса кайни

Аслă Октябрь революцине Николай Иванович чун-чӗрипе йышăнать. Революцинче вăл чуралăхран тухнă чăваш халăхӗн пуласлăхне курать. Хăй те революцие хутшăнать. Граждан вăрçи вăхăтӗнче, белополяксемпе чехсем тăван тавралăха таврăнсан унăн каллех тарса çӳреме тивет. 

1918 çулта тăван яла Колчак эшкерӗпе ентешӗсем те çитеççӗ. «Ваçанкка» хайлав сăнарӗн Эндри ывăлӗ шуррисен çарӗпе Кив Тимушкелне çитсен Çӗнӗ Ӳселӗнче пурăнакан Никифор Пименӗ ятарласа ун патне хăнана каять. Колчак гвардийӗпе çуммăн ларса эрех-сăрапа сăйланнă чух сăмах май Полоруссова асăнать. Вăл Чис­тай уесӗнчи ревтрибунал председателӗ пулнине пӗлтерет. 

Колчак эшкерӗсем Полоруссовсем патне çитеççӗ. Анчах та килтисем çукран вӗсем Николай Иванович пурлăхне çаратса тухса каяççӗ. Акă мӗнле аса илет çав кунсене пирӗн поэтăмăр: «Октябрь революцийӗ пуçӗпе Чистай уес Совечӗн членӗ пулса ревтрибуналта хӗрӳ ӗçленине те пӗлетӗр пуль. Чехословак бандитсенчен тарса, пытанса çӳремелле пулчӗ. Колчак белогвардейцисем манăн çурта тӗпрен тустарса сăтăр туса кайрӗç, манăн çемье, тăвансем, вӗт-шак ачасем тарса пытанса çех чӗрӗ юлчӗç. Хамăн вара сысна витин сакайӗнче пытанма тиврӗ...» – тет вăл. Тӗттӗмленсен Николай Ивановича хăйсен ял çынни Григорий Александрович Гаврилов лав çинчи навус айне пытарса ялтан илсе тухать.

Чăваш автономине туса хурсан Николай Ивановичăн чунӗ чăтса тăрайман, вăл Эндрипе Элександр ывăлӗсене амăшне пăхма хăварса 1922 çулта А.К.Кузьмин учительпе пӗрле Шупашкара тухса каять. Чăваш халăхне, ӗç çыннине мухтаса сăвăсем çырать. Шупашкарти «3-мӗш интернационал» ячӗллӗ коммуна шкулӗнче завхоз пулса тăрăшать. Литература кружокне уçать. Çамрăк каччăсемпе хӗрсене сăвăсем çырма вӗрентет. Хăйӗн сăввисене тата çав çулсенче Бельги поэчӗн Морис Метерлинкăн (1862 – 1949) «Синяя птица» ытарлă пьесин чăвашла куçарăвне вуласа парать, кăшт каярах çак пьеса «Çеçпӗл» кӗнекене кӗрет.

Шелепи кружокне çӳренӗ хас­тарсем пурăна-киле паллă çыравçăсем пулса тăраççӗ: Çемен Элкерпе Хумма Çеменӗ, Уйăп Мишшипе Макар Хури, Элекçей Ургалкинпа Тайăрпи Миччи поэтсемпе прозаиксене паян пӗлмен çын çук.

Шкулта ӗçленӗ чухне Николай Иванович Анна Григорьевна Григорьевăпа паллашнă. Пирӗн поэтăмăр суккăрлансан Анюта ăна пăхса пурăннă. 1940-мӗш çулсенче çеç, Шелепи чирлесе вырăнпа выртнă чух,  вӗсем пӗрлешнӗ. Сăлтавӗ те паллă: Николай Ивановичăн пенсийӗ икӗ çынна пурăнма çитми пулать. Тата хăйне пăхса пурăннă çынна нимсӗр пăрахса хăварасшăн мар поэтăмăр. 1938 – 1939 çулсенче вырăнти собеса, ЧАССР Верховнăй Советне çырнă çырусем çине чиновниксем: «Сирӗн ахаль те персональный пенси», – тесе йăпатаççӗ ватă поэта. Çавăн хыççăн Анна Григорьевна валли уйрăм пенси ыйт­ма тытăнаççӗ, анчах та май килмест. Çӳлте ларакансем «Анна Григорьевна сирӗн мăшăрăр мар, çавăнпа та эпир ăна сирӗн ятăртан пенси параймастпăр», – теççӗ. Çавăн хыççăн вӗсем пӗрлешме шут тытаççӗ. Хут уйăрттарни Анна Григорьевна Полоруссовăна пенси илме пулăшнă.

47-ре Хусанти Хӗвелтухăç институтне вӗренме кӗнӗ

Шелепи акнă вăрлăх çухалмасть. Хăй çитӗнтернӗ çыравçăсем ăна хисеплеççӗ, сума сăваççӗ. Парти ретӗнчи тӗрлӗ вырăнта тăрăшакан хастарсем Полоруссова кӗçех Шупашкартан Хусанти «Ленин ялавӗ» хаçата командировать тăваççӗ. Унта та алă усса лармасть пирӗн Николай Иванович, редакцире тăрăшнă май Хусанти педтехникумра литература кружокне йӗркелесе ярать. Унсăр пуçне тата ачалăхри ӗмӗтне те пурнăçлама шут тытать çав çулсенче: 1928 çулта Хӗвелтухăç институтӗнчи чăваш уйрăмне вӗренме кӗрет! Хăйӗн ăс-хакăлне çирӗплетнӗ май вăл институт­ра тăрăшакан Н.В.Никольскийпе Н.И.Ашмарин ăсчахсемпе çуммăн ӗçлет. 

Шăп та лăп çав çулсенче «Эп юрланă юррăмсем» Аксу тă­рăхӗнчи юрăсен ярăмне Ашмарина çырса парать. Унсăр пуçне тата, çак çулсенче, тутарсен паллă поэчӗпе Зариф Баширипе çамрăк чăваш поэчӗсен антологине тутарла куçарса кăлараççӗ. Ку кӗнеке, сăмах май каласан, ют чӗлхепе тухакан пӗрремӗш антологи шутланать! Унта çак-çак авторсен хайлавӗсем кӗнӗ: Шелепин – «Тав», «Раççей», «Çарăмсан тăрăхӗ», «Ленин шухăшӗ», «Ленин», «Хӗл», «Чӗкеç юрри», «Хӗвелçаврăнăшӗ», «Мăкăнь çеçки», «Упа»; Шупуççыннин – «Чӗлӗм», «Совет çӗршывӗ»; Хумма Çеменӗн – «Тутарла чăваш», «Коммунизм çилӗ», «Салам сана»; Хусанкайăн – «Аппана» «Туркестанри асаилӳ», «Шурăмпуç хăпарать», «Сывлăш уçă...», «Ирӗк тимӗрçӗ»; Рзайăн – «Батрак», «Аслати умӗн» (тăватă пайлă поэмăн пӗрремӗш сыпăкӗ); Ваçанккан – «Çамрăксен шухăшӗ», «Юлашки ӗмӗтсем», «Эпӗ çӗнтертӗм»; Элкерӗн – «Хурçă карап»;  Трубина Мархвин – «Сухаçă юрри».

Акă еплерех сăмахсемпе аса илнӗ çав кунсене Петӗр Хусан­кай: «Пӗр ӳкерчӗк. Хăнакил тӗ­пелӗнче иккӗшӗ хӗрсе ӗçлеççӗ. Сăмавар вӗресе ларать. Башири кӗпине йӳле янă. Шăлавар çаккине хулпуççинчен сирсе антарнă. Тӳпеттейне хывса пăрахнă. Шăрăх! Пăлхарла каласан, пылак пăр... кăна ӗмсе лармалла. Çук та, чейнех тултарать! Шелепийӗн те хура кăтра сухал айӗ тарланă, мăйне тутăрпа шăлах тăрать. Чейне пăртак сахалтарах ӗçет пулас та – сăра тавраш курăнмарӗ. Хӗрлӗрех тутарпа хура чăваш кӳлӗннӗ мăшăр ут пек туртаççӗ пулас культурăмăрăн акапуçне…»

1925-1926 çулсенче поэтă­мăрăн сылтăм куçӗ курми пулнă. 1930 çулта Хусанта операци тунă, анчах та куçне кастарни пулăшман. Тата икӗ çултан (1932) унăн сулахай куçӗ те суккăрланнă. 

Чăваш АССР Писательсен союзӗ Мускава Шелепие Одессăри Филатов профессор патне илсе кайса килме май çук-ши тесе çыру çырать. Хуравра Мускава илсе килме ыйтаççӗ. М.И.Авербах профессор, Совет Союзӗн офтальмологӗ, пăхать поэтăмăр куçне, анчах та алă çеç сулать вăл – Шелепин куç шăрçийӗсем, нервисем пӗтнӗрен, типме те ӗлкӗрнӗ иккен! Тата çакна та каласа хăвармалла: Николай Ивановичăн тăнӗ питӗ вăйлă пулнă, вăл хăйӗн сăввисене çеç мар, халăх юррисемпе вырăс классикӗсен хайлавӗсене те пăхмасăр калама пултарнă.

Шелепи – пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗ!

1936 çулта чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗ поэтăмăр çуралнăранпа 55 çул çитнине тата вăл чăваш литература анинче 30 çул тăрăшнине паллă туса анлă уяв ирттернӗ. Майăн 4-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Тӗп Ӗçтăвкомӗн  президиумӗ кăларнă постановленипе килӗшӳллӗн, Н.И.Полоруссов-Шелепие чăваш халăх поэчӗ ятне панă.

Совет Союзӗнчи республи­кăсенчи пур паллă поэт-писателе хăнана чӗннӗ çыравçăсем. Чӗнӳ çырăвӗ Францире пурăнакан Ромен Роллан патне те çитет. Хӗпӗртенӗ писатель хăй килеймен пулин те, 1936 çулхи майăн 26-мӗшӗнче саламлă çыру янă: «Тархасшăн, каласамăр Шелепи юлташа: эп ăна малашнехи пурнăçра ырăран ырă сунатăп тата вăл иртнӗ кун-çулӗнче хăйӗн тата сирӗн халăхăн революцичченхи йывăр пурнăçне пăхмасăр, талантне сӳнме паманшăн, тата хăйне шанма пăрахманшăн саламлатăп. Эп Францири хамăн туссен ячӗпе унăн аллине тăванла хытă чăмăртатăп, уншăн сирӗнпе пӗрле савăнса мухтанатăп, мӗншӗн тесен эпир пурсăмăр та – расăсемпе нацисем хушшинчи уйрăмлăхсене шутламан, пӗрин телейӗпе инкекне теприн телейӗпе инкекӗ вырăнне хуракан пӗр пӗтӗм этемлӗх çыннисем.

Шел те, эпӗ çитес вăхăтра Совет Союзне пырас-тăвас пулсан та, сирӗн рес­публикăна çитме пултараймастăп. Кивӗ саманара сирӗн ирӗклӗ аталанма майӗсем пулман, халӗ сирӗн çав майсем пурришӗн эпӗ телейлӗ.

Манăн чун-чӗре туслăхне та­та эпӗ Шелепи юлташăн юби­лейӗнче сирӗнпе пӗрле савăнма пултарайманшăн чăннипех пăшăрханнине ӗненсемӗр, хаклă юлташсем», – тенӗ вăл унта.

Шелепие саламласа Совет Союзӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен çырусем çитеççӗ. Хăшӗсене çеç аса илер: Якуб Коласпа Янка Купала, Джамбуллапа Сулейман Стальский тата ыттисем те. Таджиксен паллă поэчӗ Г. Лахути Шупашкара хăй çитнӗ. Вăл пухура тухса анлă сăмах каланă. Садриддин Айня та аякра тăрас темен – хăйӗн çырăвӗнче Шелепие «çӗнӗ саманан янкăс юрăçи» тесе мухтанă.

Сумлă уяв хыççăн нумаях та вăхăт иртмен, Н.И.Полоруссов-Шелепишӗн хăрушă кунсем пуçланнă. «Красная Чувашия» хаçатăн 1937 çулхи ноябрӗн 29-мӗшӗнче тухнă номерӗнче «Полоруссов-Шелепи халăх поэчӗ-ши?» çăхав пичетленет. Куçма Чулкаç унта ватă поэта хытă элеклет, хаяр сăмахсемпе хăртать. Хăш-пӗр йӗркине çеç илсе пăхар: «Полоруссов-Шелепи (вăлах, Полоруссов – Уç) щит çине çӗклесе Чăваш енӗн «Халăх поэчӗ» тесе халăх тăшманӗсене – Писательсен союзӗн активӗнче чылай вăхăт ларнă буржуаллă националистсене – И.Кузнецова, А.Золотова, Д.Данилова тата ыттисене мухтать». Е тата: «Полоруссов 1905 çулта либераллă шухăшсемпе кăсăкланнă «Тавлашу» сăвва Хусанти эсерсен «Хыпар» хаçатӗнче пичетленӗ…», «Эссепе» («Сунтал», 1925 çул) юмах евӗр шухăшласа кăларнă Полоруссов-Шелепи чăвашăн иртнӗ вăхăтри савăнăçлă, хаваслă, пуян пурнăçне мухтать», 1928 çулта Полоруссов-Шелепи тепӗр сăвă çырать – «Чăваш чӗлхи», унта та чăваш халăхӗн чӗлхине чăваш чӗлхи мар, пăлхар чӗлхи теççӗ», – тет вăл. Ахăрсамана вăхăтӗнче кун пек статьясем хыççăн нумай шутласа тăман – арестлесе тӳрех персе пăрахнă. 

Шелепие те тепӗр уйăхранах (1937 çулхи декабрӗн 22-мӗ­шӗн­че), чысне-сумне туртса илеççӗ: чăваш халăх поэчӗ ятне пама йышăннă постановление пăрахăçласа çӗнӗ постановлени йышăнаççӗ. Николай Иванович çак лару-тăрăва шăл çырт­са чăтса ирттерет пулин те, 1938 çулхи мартăн 11-мӗшӗнче çăхавçа «Хирӗç калани» ятлă сăвăлла хурав пичетлет. Унта вăл хăйӗн пурнăçне сăнласа хăй мӗнле кăмăлпа пурăннине пӗлтерет.

Пирӗштийӗ кам пулнă-ши?

Полоруссов пурнăçне тишкернӗ май çакă палăрать: пирӗн поэтăмăрăн хăйне евӗрлӗ вăрттăн сыхлавçи (Пирӗштийӗ) пулнă пулмалла. Кам? Ивник? Хальлӗхе паллă мар-ха. Анчах та пӗрне çеç калама пулать, йывăр саманара çав çын путма пуçланă Шелепие калле çӳле çӗклесе ятне тавăрнă. 

1939 çулхи январӗн 31-мӗ­шӗнче СССР Верховнăй Совечӗн президиумӗ совет писателӗсене «Совет илемлӗ литературине аталантарас ӗçри пысăк ӗçсемпе çитӗнӳсем тунăшăн» орденсемпе наградăласси çинчен постановлени йышăнать. Çӗр ытла совет писательне – Микола Бажана, Федор Гладкова, Якуб Коласа, Александр Корнейчука, Янка Купалăна, Самуил Маршака, Михаил Шолохова, Александр Твардовские тата ыттисене Тăван çӗршывăн пысăк наградипе чыслать.

Тӗлӗнмелле, çав паллă поэт­семпе писательсен хушшине, асамлă майпа, Николай Иванович Шелепин ячӗ те кӗрет. Çапла вара 1939 çулхи февралӗн 11-мӗшӗнче «Хисеп Палли» ордена чăваш поэчӗн кăкăрӗ çине те çакса яраççӗ.

1939 çулхи июлӗн 14-мӗшӗнче Чăваш АССР Тӗп Ӗçтăвком президиумӗн  1937 çулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче ­Н.И.Полоруссов-Шелепи çинчен йышăннă постановленине пăрахăçлама тивет, ăна çӗнӗрен Чăваш АССР халăх поэчӗ ятне пама йышăнаççӗ. «Çапла майпа суяна тӗрӗслӗх çӗнтерет, Николай Шелепи таса ятпа чăваш историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлать», – тет Н.И.Иванов тӗпчевçӗ Полоруссова халалланă «Пысăк чыспа, пысăк хисеппе...»  статйинче. 

Чăваш литературин анинче Н.И.Полоруссов-Шелепин тӳпи питӗ пысăк. Унăн поэзийӗ питӗ анлă, хăйне курăмлă та таса, хăтлă та тăнăçлă. Халăх юрри-ташши евӗр илемлӗ те анлă шăранса юхать вăл.

Аслă Çӗнтерӗве кăшт çеç кӗтсе илеймест пирӗн поэтăмăр: 1945 çулхи кăрлач уйăхӗн 12-мӗшӗнче пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса каять.

Шелепие халăхăмăр ман­масть: Тутарстанри ентешӗмӗрсем тăрăшнипе 2006 çулта Аксура тата 2021 çулта Беловка ялӗнче палăксем уçăлчӗç, 2024 çулта Шупашкарта Николай Ивановичăн вилтăприйӗ çине ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова, Шупашкарти çыравçăсем тăрăшнипе çӗнӗ палăк лартрăмăр.  

Чăваш халăх поэчӗн ятне ӳкме парас марччӗ. Аксури палăка уçнă чухне вырăнти администраципе палăк хыçӗнчи шкула поэтăмăр ятне парса унăн музейне уçма калаçса татăлнăччӗ. Çав ӗçе пуçарса ярса поэтăмăрăн килес 150 çулне ун ячӗллӗ шкулта анлăн уявласса шанас килет манăн. Ку ӗçе Чăваш Енпе Тутарстанăн Культура министерствисем тата Чăваш наци конгресӗпе Чăваш автономийӗсем хăйсен аллине илсе вӗçне çитереççех пуль тетӗп. 

Беловкăри, халăх хăйсен пуçарăвӗпе уçнă музея та анлăлатса Культура министерствин аллине куçарсан пит аван пулӗччӗ.

 

Анатолий ХМЫТ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 


чувашские писатели Николай Иванович Полоруссов-Шелепи 145 лет со дня рождения первого чувашского народного поэта Николая Шелепи

Нет комментариев