Семен КОНОВАЛОВ Чăваш Енре çуралман
Те ял ячӗсем пӗр пек пулнăран, те урăх сăлтавпа чăвашенсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрне Семен Коновалова Тăвай çынни туса хунă.
Совет Союзӗн Геройӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче фашистсен нумай танкне пӗтернӗ паттăр чăваш танкисчӗ Семенов Коновалов çинчен ӳкернӗ «Несокрушимый» илемлӗ фильма майăн 7-мӗшӗнче Шупашкарти кинотеатрсенче тӳлевсӗр кăтартма йышăннине пӗлтереççӗ кӳршӗллӗ регионти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Кунсăр пуçне паттăрăн хӗрне те хăнана чӗннӗ-мӗн. Питӗ лайăх шухăш.Тинех ентеше тивӗçлӗ пек хаклатпăр иккен. Ку енчен «Несокрушимый» фильмăн режиссерне Константин Максимова тав тумалла пуль. Шăпах вăл чăваш халăхне çакăн пек парне турӗ вӗт.
Анчах темшӗн «Хыпар» хаçат та, «Чăваш халăх сайчӗ» те Семен Васильевичăн биографине пăсса хунă. Вӗсем çырнă тăрăх, Семен Коновалов Тăвай районӗнчи Анаткас Тушкил ялӗнче çуралнă, Хусана вара кайран куçса кайнă имӗш. Те ял ячӗсем пӗр пек пулнăран çапла çырнă автор, те урăх сăлтавпа – паллă мар.
Çавăнпа та, туссем, Семен Васильевич Коновалов Чăваш Енре мар, Тутарстанри Тури Услон районӗнче 1921 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче çуралнă, кунтах ӳснӗ. 1956 çултан пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен Хусанти заводра ӗçленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев