Çемье çулталăкӗ вӗçленет пулсан та çитес çул çемьесене тӗрев парассипе тата çемье институтне çирӗплетессипе малалла ӗçлемеллине ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина пӗлтернӗ.
Ведомство ирттерекен мероприятисен задачисем «Демография» наци проекчӗн тӗллевӗсене туллинех тивӗçтереççӗ.
«Çемье – социаллă институт кăна мар, вăл хисепе, пирӗн тӗревпе тимлӗхе тивӗçлӗ япала. Эпир кăçал килӗшӳллӗ те телейлӗ общество тӑвассишӗн кӑçал тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ утӑм пуласса чӗререн шанатăп», – каласа хăварнă вăл.
Пӗтӗм Раççейри çамрӑк çемьесен фестивальне, çамрӑксен хушшинчи коммуникацисемпе паллашусене аталантарма ирттерекен комплекслӑ программа, çамрӑк çемьесене наци йăли-йӗркипе туй ирттерме грант, «Семья. Мои ценности» социаллă роликсем, студентсен çемйинче ача çуралсан парăнакан парнесем, суту-илӳ центрӗсен территорийӗнче ача кӗтекен тата 3 çул тултарман ачаллă хӗрарăмсем валли парковкăри вырăнсем, Тутарстанри районсем тӑрӑх çӳрекен «Курс на здоровье» автобус турӗ, çамрăксем валли йӗркеленӗ «Люби. Созидай. Вдохновляй» 10 проект сессийӗ – чылай мероприяти ирттерме сӗннӗ ведомство çитес çул.
Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.
Нет комментариев