Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ветерансене валли 1,9 млрд тенкӗ хатӗрлесе хунă

Çакăн çинчен журналистсене Раççей Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин пӗлтернӗ

Иртнӗ эрнекун, февралӗн 7-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин Тӑван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене пӗр хутчен укçа тӳлесси пирки указ кăларнă. Вăрçă ветеранӗсене, инваличӗсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, çул çитмесӗр концлагерьсенче ларнисене тата вӗсемпе танлаштарнă категорисене – 75-шер пин тенкӗ парăнать,Тыл ӗçченӗсем тата çитӗнсе çитсен концлагерьсенче ларнисем – 50-шар пин тенкӗ илме тивӗçеççӗ. 

«Эпир республикăра çак (пӗр хутчен парăнакан) укçана 33 пин те 209 çын илме тивӗçнине хисеплерӗмӗр. Вӗсенчен 8801 çын – 75 пин тенкӗ илме, 24408 çын – 50 пин текӗ илме», – тенӗ Вафин. 

ТР Пенси фончӗн ертӳçи палăртнă тăрăх, çак тӳлев пӗлтртенпе Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне пама пуçланă 10 пин тенкӗлӗх выплатăна пăрахăçламасть. Ветерансем ăна та илӗç. Сăмах май, пӗлтӗр вăрçă ветеранӗсене уяв ячӗпе Тутарстанра 14 млн та 770 пин тенкӗ уйăрнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев