ТЫЛ ӖÇЧЕНӖСЕНЕ САЛАМЛАРĂМĂР
Шел пулин те, районта вăрçă ветеранӗсенчен сыввисем юлман ӗнтӗ
Шел пулин те, районта вăрçă ветеранӗсенчен сыввисем юлман ӗнтӗ
Çӗнтерӳ кунӗ умӗн кашни çулах районта вăрçă ветеранӗсене, тылра Çӗнтерӗве çывхартма ырми-канми ӗçленисене, вӗсен мăшăрӗсене чысласси тахçанах йăлана кӗнӗ. Шел пулин те, районта вăрçă ветеранӗсенчен сыввисем юлман ӗнтӗ. Çапах та тыл ӗçченӗсем çинчен те манмаççӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗнче (Çӗпрел районӗ) паянхи кун 7 тыл ӗçченӗ пурăнать: Шарифзян Абдикаев, Монира Абдракипова, Мунира Измайлова, Сания Салахутдинова, Елизавета Андреева, Анна Маркова тата Нина Казакова. Вӗсем пурте 1928 – 1931 çулсенче çуралнăскерсем. Тыл ӗçченӗсене иртнӗ эрнере республикăпа район ертӳçисен ятӗнчен Çӗпрел районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Айрат Залялов, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков тата вырăнти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков саламларӗç. Открытка, чечек çыххи, парне парса чысларӗç. Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен юнармеецсем тыл ӗçченӗсене Аслă Çӗнтерӗве 78 çул çитнӗ ятпа саламласа сăвăсем вуласа пачӗç.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев