Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юбилей тӗлне çӗнӗ çăкăр

Нурлатăн çăкăр пӗçерекенӗсем хулан юбилейӗ тӗлне çӗнӗ çăкăр сортне кăларнă.

Нурлат хули хăйӗн 110 çулне паллă тăвӗ. Кунти çăкăр булка пӗçерекен «Мякиш» тулли мар яваплăхлă общество та тăван хула валли юбилей парни хатӗрленӗ иккен. Çăкăр пӗçерекен производство технологӗн Рамиля Тагирован рецепчӗпе çӗнӗ çăкăр сортне кăларнă. Ятне нумай шутлама тивмен  – «Нурлатский» тенӗ.

Сăмах май, çӗнӗ çăкăра ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй те тутанса пăхнă ӗнтӗ, Нурлат район производителӗсем иртнӗ канмалли кунсенче Хусанти агропромышленность паркӗнче иртнӗ ял хуçалăх ярмарккине хутшăннă та çӗнӗ çăкăра та илсе килнӗ. Республика пуçлăхӗсем çăкăра пысăк хак панă. (Сăнӳкерчӗк Нурлат район хаçачӗн сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество