News by date 14 November 2016
-
«Çамрăк калем» уçă конкурс
Мари Эл Патшалăх университечӗн филологипе журналистика кафедри республикăри вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле çамрăк журналистсен «Çамрăк калем» IV уçă конкурс ирттерет. Унта Йошкар-Олари 9-11-мӗш класс вӗренекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Заявкăсене ноябрӗн 16-мӗшӗччен konkurs_jur@mail.ru электронлă адреспа ярса пама пулать, пӗлтерет «МариМедиа» ИА.
-
Çӗнӗ çул уявне курма
ПУШКĂРТСТАНРАН кăçал Мускаври Патшалăх Кремль керменӗнче декабрӗн 26-мӗшӗнче иртекен тӗп Çӗнӗ çул уявне курма 8-13 çулти 114 шкул ачи каять. Вӗсемпе пӗрле тухтăрсем, педагогсем, Шалти ӗçсен министерствин ӗçченӗсем каяççӗ, пурӗ 28 çын. Ачасем Мускава ятарлă авиарейспа декабрӗн 25-мӗшӗнче вӗçеççӗ, каялла декабрӗн 27-мӗшӗнче таврăнаççӗ, пӗлтерет «Башинформ» ИА.
-
Кун хыççăн кун
Ноябрь, 14 Хӗвел: тухать - 7.18, анать - 15.38, кун тăршшӗ - 8.20. Уйăх тулать (16 сехет те 54 минутран): тухать - 16.08, анать - 6.21. Пӗтӗм тӗнчери диабетпа кӗрешмелли кун. Халăхсен хушшинчи логопед кунӗ. Раççейре социолог кунӗ. Халăх календарӗпе - Кузьма тата Демьян. Çак кун юр çусан çуркунне шыв...
-
Эрнелӗх гороскоп 14.11.-20.11
СКОРПИОН 24.X - 22.XI Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанталăкра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе...
-
Хамăр тăрăшсан
Чиркӳ тăвакан çын аллипе Турă хăй хуçаланать пулинех. Çакна пурнăçри тӗслӗхсем те кăтартса параççӗ. Нумай çынран çак сăваплă ӗçе пуçлама шухăш пуррине илтнӗ, анчах сахалăшӗ кăна ăна чăнах та пурнăçлать, чунра пуррине вӗçне çитерет. Ушкăнпа, ялӗпех, пӗччен те пуçăнаççӗ чиркӳ тăвас ӗçе, пулăшаканӗсене те Турă ярсах тăрать. Çак сăмахсене Çӗпрел...
-
Юратман пулсан ӗçлеместӗмччӗ
Елабугăри культпросвет училищи нумай çынна пӗлӳ парса специалист туса кăларнă. Вӗсен шутне Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çуртӗнче илемлӗх ертӳçи пулса ӗçлекен Анна Владимировна Туйкина та кӗрет. Вăл хореографи кружокне ертсе пырать. Чăваш патшалăх университетне куçăн мар майпа вӗренсе пӗтернӗ ăста ял çыннисене ташă искусствине хăнăхтарать. 2017 çулхи февраль уйăхӗнче...
-
Урлă выртакан пӗве
2013 çулхи çулла шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗн çыннисем пухăнса ял урлă юхса выртакан Аслă Сӗнче юханшывӗ çинче пӗве тума йышăнаççӗ. Ял вӗçӗнче ӗлӗк колхоз пахчисем пулнă, çырмана ялан çав тӗлте пӗвеленӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн ун чухнехи пуçлăхӗ Иван Захаров çынсем ыйтнипе кивӗ вырăнта пӗве тума...