Сувар

г. Казань

16+
Нaши герои

Хӗрсен пирӗн çарта та илемлӗ пулмалла

Ульяновск хулинче пурăнакан Моисеевсен çемйинчен хальхи вăхăтра виççӗн ятарлă çар операцийӗнче: ашшӗ тата... икӗ хӗрӗ.

Çар хӗрсем валли мар тетпӗр пулсан та çӗршыв хăрушлăхра чух хӗрринче юлмаççӗ вӗсем. Яланах çапла пулнă ку. Шкула ылтăн медальпе, аслă шкула Хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ 25-ри чăваш хӗрӗ Виктория Моисеева та акă лăпкăн кăна килте ларайман, хăй ирӗкӗпе РФ Оборона министерствипе контракт çырса ятарлă çар операцине кайнă. Чикӗ хӗрринчи медсанчаçсенчен пӗринче (паллă сăлтавсене пула вырăнне кăтартмастпăр) службăра тăраканскерӗн вăхăчӗ калама çук хӗсӗккине пăхмасăр пирӗнпе çыхăнăва тухма май тупрӗ. 

 – Виктория, ятарлă çар операцийӗнче хăçантанпа эсӗ? Аманнисене пулăшатăн-и, звани те пур-тăр?

– РФ Оборона министерст­випе контракт тунăранпа май уйă­хӗнче çулталăк пулать. Профессисем пӗри те медицинăпа çыхăнман манăн, çавăнпа медицина службин офицерӗ пулаймастăп, рядовой. Хутсемпе ӗçлетӗп, документацишӗн яваплă.

– Нумай пулмасть кăна Ульяновск хулине экзаменсем пама таврăннине пӗлтӗмӗр. Каласа пар-ха кун çинчен.

– Ульяновскри граждан авиа­­цийӗн институтӗнче авиа­транспорт системин пахалăх уп­равленийӗн (управление качеством авиатранспортных систем) специальноçне алла илтӗм малтан. Манăн Хӗрлӗ диплом. Кăçал февраль уйăхӗнче тата Ульяновскри педагогика университетӗнче «вӗрентӳри информаци технологийӗсем» специальноçпа магистратура пӗтертӗм. Унта та Хӗр­лӗ диплом пулмалла, почтăпа ярса парасса кӗтетӗп-ха ак.

– Ман шутпа, ятарлă çар операцийӗпе вӗренӳ пӗр-пӗринчен аякра, мӗнле пултартăн, экзаменсене хатӗрленсе ӗлкӗрейрӗн-и?

– Вӗренме хăнăхнă та, вăхăт тупатăп. Магистратурăри юлашки сесси апрельте пулчӗ пӗлтӗр. Май уйăхӗнче контракт çыртăм. Диплом хӳтӗлеме тата патшалăх экзаменӗсене тытма ятарласа январь уйăхӗнче отпуск пачӗç. Экзаменсене ăнăçлах тытрăм, диплом илме кăна ӗлкӗреймерӗм, ăна февралӗн 20-мӗш числисенче панă. Унта вара пулаймарăм – ямарӗç.

– Икӗ аслă пӗлӳллӗ специалистшăн хулара та ӗç пур вӗт. Эсӗ ятарлă çар операцине каяс тенӗ, мӗншӗн?

 Чи малтан çар çыннин çем­йинче ӳснинчен пуçламалла пуль кунта. Атте Владимир Алексеевич (Çӗпрел районӗнчи кивчакăсем, Чечня вăрçинче пулнă. – Авт.) – çар çынни. Тăвансем хуш­шинче те çар çыннисем нумай, пысăк званиллӗ офицерсем те пур. Вӗсенчен нумайăшӗ атте пекех ятарлă çар операцийӗнче халӗ. Тăван аппа Ксения – çар тухтăрӗ, хирург (Санкт-Петербургри çарпа медицина академи­йӗнчен вӗренсе тухнă, медицина службин капитанӗ. – Авт.). Ятарлă çар операцийӗн зонинче темиçешер уйăх командировкăра пулать. Кивӗ Чакăри мăн асатте Павел Иванович Моисеев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ пулнă пирӗн. Фронта 1942 çулта кайнă та киле çӗнтерӳпе таврăннă. Суранӗсене пула 1956 çултах вилнӗ.

Тӗрӗссипе, СВО пуçлансанах апла-капла пулас-тăк алла автомат тытма хатӗрччӗ эпӗ. Пулăшмаллине лайăх ăнланаттăм. Ксения манăн çак шухăша хăвăртлатрӗ кăна темелле пуль. Пӗлтӗр шăп çынсене усă кӳмелли ӗç шыранă вăхăтра ăна шăнкăравласан, медсанчаçӗ ун чух Белгород облаçӗнче тăратчӗ: «Çӗнӗ медицина чаçне йӗркелеме йышăннă, ӗçлесе пăхас килмест-и?» – терӗ. Эпӗ малтан унпа пӗрле ӗçлетпӗр, пӗр-пӗринпе курнăçсах тăратпăр тесе шутланăччӗ. Хам халь тăракан вырăна та, Луганск енче СВО зонинче чухне те ман еннелле командировкăна ямарӗç ăна. Аттене те, тăвансене те курма май пулмарӗ-ха, аякра эпир пӗр-пӗринчен.

– Шухăш-ӗмӗт вăл пӗр япала, контракт – урăххи, алă пус­рăн-тăк, каялла çул çук. Мӗн тăватăп эп кунта текен шухăшсем пулмарӗç-и?

–Пурнăçа тӗпрен улăштарас килнӗ вăхăтчӗ вăл ман. Çӗнӗ эмоцисемшӗнех килтӗм пулмалла кунта. Малтан çав тери хăрушă пулассăн туйăнатчӗ, чӳречерен пăхсанах çапăçу куратăп тесе шутланăччӗ. Тав Турра, лăпкăрах çӗре лекрӗм. Çав тери хăрани çӗнӗ эмоцисене пусарчӗ пулмалла. Ăçта, мӗн тума килнине лайăх ăнланнипе вак-тӗвексем çине питех тимлӗх уйăрма, чӗре витӗр кăларма тăрăшмастăп. Ну, кӗплетет унта ăçта-тăр, вăхăт иртнӗçемӗн кăна та хăнăхатăн. Çавăнпа мӗн тума килтӗм-ши пек шухăшсем пуçа та кӗмерӗç. Те айванла шутлатăп-ши ӗнтӗ, те хампа нимӗн те пулмасть тесе ытлашшипех шанатăп-ши – пӗлместӗп. Шанатăп, веçех аван пулать. 

– Аçу, аслă аппу хыççăн эсӗ те СВОна каясшăн пулнине аннӳ Алена Александровна мӗнле йышăнчӗ?

– Шок пулчӗ пулмалла ăна. Йышăнма çав тери йывăр пулсан та, ăнланчӗ: «Ан кай тесе калаçтарнин усси çук, пурпӗр кая­тăн, çавăнпа хăв шутла», – терӗ. Эпир аннепе (медицина сестри, Ульяновск хулинчи больницăсенчен пӗринче ӗçлет. – Авт.) яланах çыхăнура пулма тăрăшатпăр. Пӗрре ман пата килсе те кайрӗ. Шиклентӗм-ха ӗнтӗ уншăн, курсан вара çав тери савăнтăм. 

– Эс тăракан вырăнта мӗнлерех лару-тăру халӗ?

– Питех лăпкă теме çук, энергостанцисене лектернипе час-часах çутă, ăшă, шыв чарни пулкалать. Эпир кăна та хăнăхатпăр, генераторсем туянатпăр. Сирена ӗçлесе кайнине, ăçта-тăр кӗплетнине пăхмасăр малалла ӗçлетпӗр, çутта кăна ан сӳнтерччӗр тетпӗр. Юрӗ-ха, эпир кун пеккине хатӗр пулнă тейӗпӗр, кунта ахаль çынсем те çаплах пурăнаççӗ вӗт.

– Вăхăт хăвăртрах иртет пек-и унта е вăраххăн шăвать?

– Кунсем кӗскерех пек кунта, мӗншӗн тесен çар режимӗ, йăлтах вăхăтпа, канмалли кунсем çук. Куллен 12-13-шер сехет ӗçлетпӗр. Вырсарникунсенче кăна хăш чух кăшт çывăрма ирӗк параççӗ. Каçхине 8-9 сехетсем хыççăн пушанатăн та тӳрех çывăрма выртатăн. Мӗншӗн тесен кун пек режимпа урăхла кану пулаймасть.

– Ятарлă çар операцине кайнăранпа пурнăç çине малтанхи пекех пăхатăн-и?

– Кунта нумай япала çине урăхла пăхма тытăнатăн. Пӗрремӗшӗнчен, часрах çемье çа­вăрмалли çинчен шухăшлатăн, мӗншӗн тесен хӗрарăмшăн ку чи кирли, çумра шанчăклă çынна курас килет. Ахаль пурнăçра норма пулнă ирӗклӗх манăçса пынине туятăп. Отпуск хыççăн ку тата ытларах сисӗнет. Пушă вăхăтна, хăв тавралăхна ытларах хаклама тытăнатăн. Хăнăхнă çав лайăх пурнăçа тата ытларах таврăнас килет, мӗншӗн тесен çар пурнăçӗ вăл хӗрарăм валли мар. Кунта вӗт хӗрсем те, каччăсем те çук – çар единицисем эпир. Никама та шеллемеççӗ, пуринпе пӗр тан пулма тивет. Çакна халӗ те хăнăхса çитейместӗп-ха. Звани иерархине пăхăнма чăтăмлăх кирлӗ. Сăмах мӗн çинчен пынине çарта пулнисем ăнланаççӗ. Спортпа туслă пулнă та йывăрлăха питех туймастăп, пеме пӗлетӗп. Çапах та килти шăплăх, пӗчченлӗх çитмест мана кунта.

– Хӗрарăмсем нумай-и унта? Коллектив туслă-и?

– Çителӗклӗ, пирӗн батальо­нăн пӗр 30-40 проценчӗ пуль. Пӗлӳ илнӗ çынсен хушшинче ытларах пулнă та кунта контингент урăхлараххи тӳрех сисӗнет. Вӗсен вара ăмсанни те, икӗпитленсе хăйшӗн кăна тăрăшни те пулать. Тен, хам çамрăккипе кун пеккине гражданкăра асăрхаман кăна-и? Пӗр пӳлӗмрисем эпир пӗр çулараххисем те, пире ла­йăх, пӗр-пӗрне ăнланатпăр.

– Пурнăç юлташӗ валли кама суйлас килет санăн, çар çынни пулмалла-и вăл е çар ӗçӗпе çыхăнманни?

– Çар ӗçӗпе çыхăнманнипе пурнăçа çыхăнтарас килет. Лăпкăрах çын кирлӗ мана. Тата хам та, упăшка та çар çынни пулсан распределенипе ăна Владивос­тока, мана кунтах хăварас-тăк – пурнăç пулмасть.

– Апла-тăк контракт пӗтсен çартах юлас шухăш та пур? Контракт вӗçленме нумай-и тата?

– Контракт çулталăкаччӗ ман малтан, шел, СВО пынă вăхăтра никама та ямаççӗ. Малашлăха çарпа çыхăнтарасшăн мар-ха эпӗ. Хама тата ăçта-тăр тӗрӗслесе пăхас килет, тен, хам специальноçпах ӗçлӗп. «Время героев» программăна вăхăтлăха чарнине илтрӗм, унта та хутшăнас килет. Политикăна каяс шухăш та пур, çынсене усă кӳме пултаратăп эпӗ унта. Пăхăпăр-ха мӗнлерех пулӗ.

– Вăхăта каялла тавăрас-тăк, ятарлă çар операцине кайнă пулăттăн-и?

– Лайăх ыйту. Кайнă та, кайман та пулăттăм темелле-и ӗнтӗ. Пурнăçра хама мӗн кирлине лайăх ăнлантăм кунта. Тӗрӗссипе, çакна пӗлесшӗнех килнӗ те эпӗ. Контракта алă пусиччен кунти лару-тăрăва кăшт та пулин кăтартнă-тăк, мӗн тӳснине тепӗр хут тӳссе ирттерме килӗшмен пулăттăм. Апла пулсан та контракт çыр­нăшăн ӳкӗнместӗп. Эпӗ халӗ вăйлăрах, хама хам пулăшма пултаратăп.

– Кăçал хӗл юрлă та сивӗ килчӗ. Мӗнлерех унта сирӗн çанталăк е çулла лайăхрахчӗ пек-и?

– Хӗл сиввине питех сисме­рӗмӗр-ха, ăшă çӗрте эпир. Çăвӗ­пех тăнă çӗрте юлнă-тăк, çăмăл пулмастчӗ пуль. Условисем япăхчӗ унта. Калăпăр, витререн çăвăнасси, урама тула çӳресси. Ача чухне час-часах яла кайса янипе ял условийӗсене хăнăхни пулăшрӗ. Ӗç енчен пăхсан, кунта йывăртарах, пациентсем нумайрах.

– Çарта тӗлӗксем куратăн-и, мӗнле вӗсем?

– Кунта килсенех ӗçре темӗнч­чен хутсем тултарса ларни тӗлӗке кӗретчӗ. Халӗ хӗлӗпех темшӗн дронсемпе аташса выртатăп. Çумрах вӗçеççӗ пек, вӗсенчен таратăп, пăрăнма тăрăшатăп... Куçпа та курман-ха хам вӗсене. 

– Санăн аппу Ксения пӗлтӗр ноябрь уйăхӗнче Псковри илем конкурсӗнче вице-мисс пулса тăнине пӗлтӗмӗр. Çар тухтăрӗ, илем конкурсӗн çӗнтерӳçи –интереслӗ симбиоз.

– Çак икӗ енпе те усă курма пӗлетпӗр çав эпир (йăл кулать). Пирте аттен çирӗплӗхӗпе аннен черченлӗхӗ. Анне стилист та пулса ӗçлеме ӗлкӗрет.  Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи кукаçи Александр Михайлович Краснов сăвăсем çырать. Эпӗ те творчество çынни, кунта киличчен нумай вулаттăм, тренировкăсене çӳреттӗм, вăхăтӗнче ӳнер шкулне пӗтернӗ, вокала çӳренӗ. Халӗ çакcем çитмеççӗ мана. Кун валли вăй та, вăхăт та çук кунта.

– Ытти салтаксем пекех сана та отпуска çур çулсăр ямаççӗ пуль. Нумай пулмасть кăна килте пулнă эсӗ, тепӗр отпуск хăçан?

– Август вӗçӗнче, аннен юбилейне каясчӗ теп-ха. Анне пирӗн 50 тултарать. Кӗтме йывăр, çав тери киле каяс килет.

– Хӗр вăл косметикăсăр çарамас пекех, хитрелӗх валли фронтра вырăн пур-и тата уяв­сем мӗнле иртеççӗ унта?

– Хитреленес тесен иртерех тăма тивет кунта. Хӗрсемпе пурăннăран, туалетпа душа черет пысăк. Построениччен йăлт ӗлкӗрмелле. Эпӗ хама пăхма тăрăшатăп. Çулла укладка та тума ӗлкӗреттӗм-ха, мӗншӗн тесен хӗрсен пирӗн пур çӗрте те хитре пулмалла. Уявсем тенӗрен, ахаль кунсенчен темех уйрăлса тăмаççӗ вӗсем. Мартăн 8-мӗшӗнче те акă построенире саламласса кӗтетпӗр-ха, тен, награждени пулӗ. Чăн та, хӗрсене пире, питех награда парасшăн мар. Çапах шанатăп-ха (Хаçат тухнă кун, мартăн 6-мӗшӗнче) Виктория Моисеевăна «За укрепление боевого содружестова» медельпе чыслани паллă пулчӗ, саламлатпăр!).

– Виктория, тавах сана кала­çушăн. Çывхарса килекен Мартăн 8-мӗшӗпе редакци коллективӗн тата «Сувар» вулаканӗсен ятӗнчен саламлатпăр сана! Сывлăх, ăнăçу, телей тата киле çӗнтерӳпе таврăнма сунатпăр. (Е.Алексеева сăнӳкерчӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои